Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирхине сĕт пуçтарать, Кăнтăрла хаçат салатать

19 декабря 2012 г.

Ирхине сĕт пуçтарать, Кăнтăрла хаçат салатать

Паян хăш-пĕр çынсем икĕ алла пĕр ĕç тупаймасăр хăшкăлаççĕ. Апла пулин те кунĕпе унталла та кунталла кумаççĕ, хăйсем тар тăкса укçа тумасан та ăна ашшĕ-амăшĕнчен

“çăмлаççĕ”, унпа вара хупахсенче ыр кураççĕ, савăнаççĕ... Çакă вĕсен тĕп “ĕç” шутланать. Çапах та ирĕклĕ пурнăçа суйласа илнисемех çÿлте ларакан аслă çынсене те, вырăнти влаçрисене те сăмахсăр хăвармаççĕ. Калăн, килте ларса мăкланнă çынна вĕренпе сĕтĕрсе тухмалла. Çав вăхăтрах харсăр та пултаруллă, ĕçчен çынсем икĕ алла пĕрре çеç мар, икĕ ĕç те тупма пултараççĕ.

Турханта пурăнакан Надежда Ивановна Коновалова – виçĕ ача амăшĕ. Çулĕпе шăпах пурнăç тути-масине ас тивмелли вăхăт темелле. Тепĕр темиçе кунтан хĕрарăм 35 çул тултарать. Çемьери йывăрлăхсене вĕсем ĕçпе тата килĕшÿпе çĕнтерсе пыма хăнăхнă. Çакă вĕсене ял-йышра илем кÿрет те. Хĕллехи шартлама кунсенче те Надежда ирпе-ирех хăйсен хуçалăхĕнчи чĕлхесĕр янаварне кÿлет те халăхран сĕт пуçтарма тухса каять. Нăрваш Шăхалĕнчи И.Ильин усламçăпа ĕçлет кил хуçи хĕрарăмĕ. Лайăх кунсенче вăл ăна халăхран тăхăр флягăна яхăнах туянать. Касри çынсем тутлă ыйхăран ура çине тăрса пĕтичченех вăтăр ытла çемьене çитет. Хальхи вăхăтра паха продуктăн хакĕ ÿснĕ, пĕр литр сĕт – 13 тенкĕ. Ял çынни кунпа кăмăлсăрах мар темелле.

Кун çути таврана сарăлсан каллех çак вашават хĕрарăм урампа танлăн утса пынине курма пулать. Хальхинче вăл сĕт пуçтаракан мар, почтальонка шайĕнче. Турхан тата Тури Тăрмăш ялĕсене вăл пин ытла хаçат салатать. Вулакансем те, пенсионерсем те Надежда Ивановнан ĕçĕпе кăмăллă. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл. Çавăнпа та кашни çырăнтару тапхăрĕнчех плана ирттерсе тултарса пырать. Ку тĕлĕшпе ытти ĕçтешĕсем те кăтартуллă. Н. Мулгачева, Э.Бузакина, Т. Алексеева почтальонсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика