Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиччĕмĕш хут пуçтарчĕ

23 июля 2013 г.

Çиччĕмĕш хут пуçтарчĕ

 

        Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕ Раççейпе Украина ÿнерçисен çуллен тĕл пулмалли вырăнĕ пулса тăчĕ. Мĕншĕн шăпах Турхан-ха? Сăлтавĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ: кунта пирĕншĕн тата Украинăшăн сумлă та хаклă çын - Алексей Кокель художник - кун çути курнă.

          Ун умĕнче пуç тайса ултă çул каялла икĕ çĕр-шыв ÿнерçисем культура проекчĕ хатĕрлерĕç, вăл халĕ те тăсăлать - Чăваш Енпе Харькова, Раççейпе Украинăна асамат кĕперĕ евĕрлĕ туслăх кĕперĕпе çыхăнтарать.

Кăçалхи çиччĕмĕш пленэра инçетри Украинăран Мария Малинина тата Александр Волков, Раççейрен Елена Баймяшкина /Хусан/, Александр Соловьев /Пăкăрăслан, Эрĕнпур облаçĕ/, Юрий Капитонов /Хусан/ хутшăнчĕç. Вунă кун сисĕнмесĕрех иртрĕ. Пурнăçланă ĕçсемпе халăха паллаштармалли тата унпа сыв пуллашмалли кун та çитрĕ. Турханти шкулăн спорт залĕнче иртрĕ те çав курав. Палăртнă вăхăта ял çыннисем, шкул ачисем, вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Сумлă хăна та килсе çитрĕ. Вăл - Пĕтĕм тĕнчери общество ăслăлăхĕсен академийĕн президенчĕ Лев Кураков. Тĕрĕссипе - Лев Пантелеймонович пирки хăна тени тĕрĕс те мар-ха, мĕншĕн тесен вăл хăй - çак пленэр пуçаруçисенчен пĕри. Художниксене ĕçлеме тивĕçлĕ услови туса парасси, ытти енĕпе пулăшасси хăйĕн тивĕçĕ тесе шухăшланă. Пленэр ун чухне Чăваш патшалăх университечĕн хÿттинче иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетÿ куравĕсенчи произведенийĕсем 2009 çулхи раштав уйăхĕнче университетра А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕ йĕркелеме май панă. Кунта 2010 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен студенчĕсемпе тĕл пулнă.

Турханта "çуралнă" картинăсен тепĕр пайĕ Раççейпе Украинăра çеç мар, АПШ, Франци, Итали, Китай музейĕсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсенче те упранаççĕ.

Пленэр координаторĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев профессор курава уçнă май ял çыннисене ÿнерçĕсемпе паллаштарчĕ, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов вĕсене Тав хучĕпе чысларĕ. Лев Кураков академик пурне те - художниксемпе йĕркелÿçĕсене те - паллă пулăмпа саламларĕ. "Кунта килсех тăрас килет, çынсем те, çут çанталăк та кăмăллă, илемлĕ, - терĕ вăл. - Куравпа паллашнă хыççăн çапла калама пултаратăп: ÿнерçĕсем çав енсене асăрханă, картинăсене куçарнă. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ÿнерçĕсемпе танах çамрăксем те пулни савăнтарать, вĕсем аслă юлташĕсенчен вĕренеççех, ÿнер вăрттăнлăхне ăша хываççех. Тата çакă та кăмăла çĕклет: пур художник та ял çыннин чунне уçса пама пултарнă".

Манăн илем хуçисемпе те калаçса илме май пулчĕ. Александр Волков - Харьков ÿнер академийĕн студенчĕ. Çакăн пек пысăк пленэрта пĕрремĕш хут. Уншăн пĕтĕмпех кăсăклă, çавăнпа туйăмĕсем те "тулса тăкăнаççĕ" темелле. Кунти çынсен хăй евĕрлĕхне те, çут çанталăк уйрăмлăхне те пир çине хăвăртрах куçарас килнĕ. Тен, çавăнпах-и вăл ирхине пуринчен малтан - тăватă сехетрех - тăрса алла киçтĕк тытнă.

Александрпа пĕр курсра вĕренекен Мария Малинина та Чăваш Ен хутлăхĕпе киленет. Кунта пĕлĕтсем те урăхларах, çÿллĕрех тет.

Елена Баймяшкина Кокель ячĕллĕ пленэра виççĕмĕш хут килнĕ. Ăна Турхан çыннисен уçă кăмăлĕ, тараватлăхĕ илĕртет. "Эпĕ вĕсенчен тĕленетĕп çеç мар, вĕренетĕп те, - тет вăл. - Аслисем те, ачасем те пире пулăшса тăчĕç".

Çак шухăша Александр Соловьев та палăртрĕ. Пленэр йĕркелÿçи Владимир Васильев ячĕпе те ырă сăмах каларĕ. Унашкал пуçаруллă çынсем пуррипе çакăн пек проектсем пурнăçланаççĕ терĕ.

Хусанта ĕçлесе пурăнакан Юрий Капитоновшăн Турхан тăван кĕтес пекех. Вăл çак тăрăхри Анат Тăрмăшран, 1983 çулта Турхан шкулне пĕтернĕ, Шупашкарта пĕлÿ илнĕ. Юрий Семенович çутă тĕссене килĕштернине асăрхарăм. Пейзаж е натюрморт, е портрет ÿкерет-и - чуна ăшăтакан тĕссемпе усă курать. "Упамса ялĕнче утă капанĕ нумайччĕ, Хурама Тăварта - вăрман. Чуна парса ĕçлерĕм", - тет ÿнерçĕ.

Çиччĕмĕш пленэр та хыçа юлчĕ. Йĕркелÿçĕсем çитесси пирки шухăшлама пуçларĕç. Тепĕр пысăк тĕллев те пур-ха Турхансен: вырăнти культура çуртĕнче Раççей тата Украина ÿнерçисен картина галерейине уçасси. Кокель ентешĕсене ку енĕпе те ăнăçу сунатпăр.

 

Надежда СМИРНОВА.

Лидия ФИЛИППОВА

сăн ÿкерчĕкĕсем

 

       

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика