29 июня 2013 г.
Упамса - район центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсенчен пĕри. Яла çитиех асфальт çул пулсан та ĕç тупассипе кунта лару-тăру йывăртарах. Патăрьелне çитме укçа сахалах мар тăкаклама тивет, вырăнта вăй хурас тесен ял хуçалăх предприятийĕ çук. Çапах кунта пурăнакансем пуç усмаççĕ, çемье бюджетне укçа кĕртмелли майсем шыраççĕ. Хăшĕсем Мускава е урăх хуласене шапаша каяççĕ, теприсем вара выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çĕрпе ĕçлеççĕ.
Андрей Сымова иккĕмĕшсен шутне кĕртес килет. Вăл ют çĕрте телей шырас темен, тăван тăрăхрах тĕпленсе алă-ура çавăрса пырать. Мĕн пĕчĕкренех ĕçлеме хăнăхнăран пĕрре те пушă тăмасть. Йывăрлăхсене çĕнтерме çавăн пекех ашшĕпе амăшĕ те пулăшаççĕ. Елена Дмитриевнапа Дмитрий Андреевич ывăлĕпе, кинĕпе тата мăнукĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ку манăн ĕç, ку-_ санăн, тесе те пайламаççĕ. Хăшĕ пушă, çавă тытса тăвать.
- Пирĕн виçĕ ача. Пĕри те çуллахи каникулта алă усса çỹремен. Ывăлсем ирхине ирех тăратчĕç те лаша кỹлме каятчĕç. Çу каçипе икĕ ĕне усрамалăх утă хатĕрлетчĕç. Килте те хăйсемех тăрмашнă. "Куршанак" вĕсен çумне ир çыпçăннă, - тет Упамсари шкулта педагогра 39 çул ĕçленĕ Елена Дмитриевна. Паян та вăл шкул-сада çỹрекенсене кĕвĕ тĕнчипе паллаштарать.
Мăшăрĕ, Дмитрий Андреевич, ĕмĕр тăршшĕпе вăрманçăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та килĕнче кĕрĕк арки йăваласа лармасть. Андрей ывăлĕпе иккĕшĕ çынсене, ял хуçалăх предприятийĕсене валли айтур (кустăрмаллă урапа), вĕллесемпе рамăсем тата ытти япаласем ăсталаççĕ.
Сăмах май, Сымовсем ылтăн хуртсене хăйсем усраççĕ. Елена Дмитриевнапа Дмитрий Андреевич вĕсене иккĕшĕ пăхаççĕ. Матур та пултаруллă çемье пур çĕре те ĕлкĕрет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: 4 ĕне, 3 вăкăр, 3 лаша, 20 ытла сурăх, чăх-чĕп... тытаççĕ.
Техникине те ютран кайса шырамалла мар. Тракторĕ, культиваторĕ, утă çулаканĕ, тавăраканĕ - пурте хăйсен.
- Хуçалăха ывăлпа кин тытса пыраççĕ. Эпир те пулăшма тăрăшатпăр, анчах йывăрлăхсем вĕсем çине ытларах тиенеççĕ. Алла кĕсьене çеç чиксе çỹренипе укçа кĕменнине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпах выльăхне тытаççĕ, çĕрпе ĕçлеççĕ. Эпир хамăр тарпа пиçнĕ çăкăра çиетпĕр, - пĕлтерет сăмаха кăмăллăн тăсса Елена Дмитриевна.
Вĕрентекен мăнукĕсемпе те пĕр чĕлхе тупни куç кĕрет. Иккĕмĕш класра ăс пухакан Димăпа пĕрле час-часах сăвăсем çыраççĕ. Е. Сымован хайлавĕсене "Авангард" хаçат юлташĕсем те час-часах вулаççĕ.
Çĕрпе ĕçлекен выçă вилмен, теççĕ. Хиртен килсен те Сымовсен ларса тăма вăхăт çук: выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла. Апла пулин те пурнăçа малалла аталантарса пырас тĕллевпех кану мĕнне пĕлмесĕр ирĕн-каçăн тăрăшаççĕ.
О. ПЕТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)