Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ те ăнать, пурнăçĕ те кал-кал пырать

22 июня 2013 г.

Ĕçĕ те ăнать, пурнăçĕ те кал-кал пырать

 Районти акатуй-сабантуйра икĕ кун сутă тунă хыççăн лĕпсĕрех ывăнса таврăнчĕç Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕн куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка ĕçченĕсем. Тупăшĕ те сахал мар кĕчĕ. Пĕрер, икшер тенкĕрен тăракан таварпа теçеткешер пин тенкĕ пуçтарма кирлĕ вĕт! Юрать, сутмаллине çанталăкне кура илсе кайнă: ĕçмелли пылак шыв, çемçе апат-çимĕç...

Тирпейсĕрлĕхе хăнăхман сутуçăсем. Каялла килнĕ пушă курупкăсене вырăнлă хумасăр килĕсене каймарĕç. Ирпе каллех стайка умне тăмалла-çке.

Кăçалхипе миçемĕш хутчен акатуй-сабантуя тухнине ас тумасть те Л. Карсакова.Ку хутĕнчи вара яланлăхах асра юлĕ. Ăна районта "Професси тĕлĕшпе чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ" ята парса чыс турĕç. Шăпах акатуй сцени çинче саламларĕç. Çакна кĕтмен хĕрарăм пĕр савăнчĕ, пĕр пăлханчĕ. Кăмăлне кура турă панине туйрĕ вăл. Халиччен никама та усал сунса курман Лидия Петровна. Ыррине вара ... каласа пĕтерме те çук.

Пурнăçра кашнинех ылтăн сăпкара сиктерсе ỹстермеççĕ. Çак телей Лидăна та пỹрмен. Хăйĕн тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ, тараватлăхĕ паянхи хисепе çĕнсе илме пулăшнă ăна. Халĕ анне, асанне, кукамай, кин тесе чĕнекен те пĕччен-иккĕн çеç мар Лидия Петровнăна. Пĕрисем çак сăмахсене каланă чухне вăхăтĕнче çан-çурăм тăрăх сивĕ тар та сахал мар чупса иртнĕ. Анчах вăл çемьери килĕшĕве пула шăнтман, çын чĕрине пăрлантарман. Хуняма, хуняçа, икĕ ача çине качча килнĕскер, тулти сас-хурана пỹрте илсе кĕмен, çуртри калаçăва урама кăларман хĕрарăм. Çак енсене тытса пыма пĕлнĕренех паян хăйне телейлĕ тесе шутлать. Хăйĕн, мăшăрĕн, пĕрлехи ачисем анне тесе çеç тăраççĕ. Пĕр-пĕринчен нимĕнпе те уйăрман та вĕсене. 

-Аслă ачапа Костик мăнукăн çуралнă кунĕсем Раççей кунĕпе пĕр килеççĕ. Шупашкарта пурăнаканскерсене çулленех кайса саламлама май тупатпăр. Халĕ те çавăнта çитсе килтĕмĕр-ха- савăнăçне пытараймасăр каласа парать Лидия Петровна.

Хăйĕн пурнăç çулне хăйех уçса пынă вăл. Шăхачра çуралса ỹснĕскер вăтам шкулта пĕлỹ пухса алла аттестат илнĕ. Ун хыççăн пĕр вăхăт йывăç япаласен комбинатĕнче вăй хунă. Патăрьелĕнчи райпо çумĕнче сутуçăсене вĕрентсе хатĕрлекен курс ĕçленине илтсен вара çавăнта çул тытнă.

Кайнă вара суту-илỹ отраслĕнчи пурнăç. Малтан ялта, унтан Аслă Чементе, каярахпа Турханта кун кунланă вăл. Пуçласа стайка хушшине тăнă чухнехи Т. Разина ĕçтешне паянхи кун та ырăпа аса илет Лидия Петровна. Халĕ вара З. Латышова, О. Ильина сутуçăсемпе пĕрле вăй хурать. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ вĕсем. Каçхине 10 сехетчен ĕçлеççĕ пулин те кăмăлсăрланмаççĕ. Ирпе вара сĕт пухма та ĕлкĕреççĕ. Çак ĕçре вĕсене М. Косойкина товаровед та пулăшать. 32 килтен хуçалăхри ытлашши продукци сахал мар пухăнать. В. Алжикова, Валентинăпа Зоя Латышовасем, Мария, Наталия, Алевтина Косойкинасем куллен 20-30 литршар сĕт сутаççĕ. Унсăр пуçне лавккара тавар сутмалли план та пĕчĕк мар. Уйăхсерен ăна 800 пинрен кая мар параççĕ. Халиччен ума лартнă тĕллеве пурнăçлайманни пулман-ха.

- Ĕç ăнăçăвне коллектив тăрăшулăхĕнче куратăп. Зоя Ильинична та Раççей шайĕнчи чысах тивĕçнĕ. Ĕçлекене хаклама пĕлеççĕ пирĕн йышра. Çавăнпа хамăрăн та ỹркенмелле марах ĕнтĕ,- тет Л. Карсакова.

Тури Чакă кинĕ Лидия Петровна. Юрий Александровичпа 4 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Куç тулли савăнăç туяççĕ çитĕнекен ăрура. Пурне те вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине тăратса пыраççĕ. Çуртли те, хваттерли те, ĕçлекенни те, вĕренекенни те, çемьелли те, мăшăрсăрри те пур вĕсен хушшинче. Кашнийĕшне май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Килте мăшăрĕн хỹтлĕх-не, хунямăшпе хуняшшĕн ырă канашне туять Лидия Петровна, ĕçре вара коллектив пĕрлĕхне мала хурать. Унсăрăн пурнăçа шăкăл-шăкăл илсе пыма çăмăл мар. Ялта лавкка çителĕклех. Райпо системине кĕрекенни тепри çул урлă çеç. Унсăр пуçне уйрăм çынсен "Елена", "Мечта", "Рябинушка" пур. Çавах йывăрлăх кỹмест. Таварсене халăх ыйтнине кура турттарса килтерме тăрăшаççĕ сутуçăсем. Заказ йышăнаççĕ. Турханти психоневрологи интерначĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Самообслуживани мелĕ те аван. Тавар туянакан хăйне мĕн кирлине хăйех суйласа илме пултарать. Паллах, тĕрлĕ шухăшлă çын пур ялта. Çавна шута илсе видеокамера та лартнă. Унтанпа кĕсье вăрри лекмен.

Л. Карсакована чыс туни пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Ăна саламланă май ĕçри юлташĕсем: "Сывлăху çирĕп пултăр, хисепне ан çухат, малашне те килĕштерсе ĕçлесе çĕнĕ çитĕнỹсем тăвар", - терĕç. Çак сăмахсен çумне тата мĕнех хушса калайăн?

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика