19 июня 2013 г.
ТАХÇАНТАНПА кĕтнĕ Акатуй-Сабантуй кĕр! кĕрлерĕ те иртсе кайрĕ. Мĕн пур ырă аса илỹ хыçа юлчĕ. Пысăк уяв парне-хĕрнесĕр пумасть. Ку тĕлĕшпе районти перекет банкĕ нихăçан та хăйĕн клиенчĕсене хавхалантарма манмасть. Хальхинче те чи хастаррисене тĕп сцена çинчен уйрăммăн саламлама май тупрĕ. Республикăри перекет банкĕн управляющин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Константин Киргизов тĕрлĕ йышши кредит илес тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартакан акционерсен "Батыревский" хупă обществине, Андрей Лазарев предпринимателе, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Сымова, хушма хуçалăх хуçине Владимир Ибетова хаклă парнесем парса чыс турĕ, икĕ енлĕ çыхăнăва тата ытларах çирĕплетме ырă сунчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)