Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав сасси аякка саланчĕ

29 мая 2013 г.

Шăнкăрав сасси аякка саланчĕ

Ыхра Çырминчи вăтам шкултан 18 ача вĕренсе тухать. Вĕсемшĕн шăмат кун юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа ирттернĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Раççей вĕрентỹ академийĕн членĕ Л. Кураков, ачасен ашшĕ-амăшĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, ытти хăнасем хутшăнчĕç.

2012-2013 вĕренỹ çулне пĕтĕмлетнĕ май район, республика, регион шайĕнчи конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене хисеп грамотисемпе шкул администрацийĕн тав çырăвĕсене пачĕç.

М. Сайдашев шкул директорĕ выпускниксене саламланă май пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа килнине аса илтерсе вун пĕр çул такăрлатнă сукмакпа пĕлỹ пухни малашнехи пурнăçра ăнăçу кỹрессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов шкул директорĕн сăмахĕ çумне хутшăнса вĕренỹ çуртĕнче ачаран çуралнă ĕмĕт-тĕллевсем кашнийĕн ăнăçлă пурнăçланасса шанма сĕнчĕ.

Чуна пăлхантаракан юлашки шăнкăрав тăван шкулпа, учительсемпе, юлташсемпе сыв пулашма сĕнет.

 

Турханти вăтам шкулти 26 выпускник вĕренỹ çулне ăнăçлă вĕçлерĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен 12-шĕ "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕренсе пычĕç. Виççĕшĕ  Ф. Ершова, А. Башмакова, К. Родионова- пиллĕксене çеç юратаççĕ.

Выпускниксене (тăххăрмĕшĕнчен 37-ĕн тухаççĕ) юлашки шăнкăрав ячĕпе райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов, шкул директорĕ В. Иванов, Турханкасси лесничийĕ Н. Янтыков, "Хастар" ял хуçалăх председателĕ Н. Родионов, врач офисĕн ĕçченĕ И. Фомина, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л. Гусева саламларĕç.

Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ май тивĕçлисем хисеп грамотисем илчĕç. Йăлана кĕнĕ 9 номинаципе "Шкул çăлтăрĕсене" палăртрĕç. Вĕсем те хĕрлĕ хăюллă тата парнеллĕ пулчĕç. А. Башмакова, Л. Мискина, Ф. Ершова, К. Родионова шкулăн хисеплĕ кĕнекине кĕчĕç. Умра - экзаменсем. Ăнăçусем сире, выпускниксем!

 

Туçари вăтам шкулта выпускниксене стадионта ытти вĕренекенсем алă çупса кĕтсе илчĕç. Мĕнле чипер вĕсем паян, илĕртỹллĕ! Аллисенче - чечек çеçкисем. Пурнăç çулĕ çине тăракансене шкул директорĕ П. Шашкин, Туçа ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Перепелкин, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А. Воробьева, В. Салмин, пĕрремĕш учительници Л. Каргина, класс ертỹçи С. Быкова тата ыттисем те саламларĕç.

Вун пĕр çул пĕр ачашăн та йĕрсĕр иртмен. Кам вĕренỹре, кам спортра, кам обществăлла пурнăçра палăрнă. Тивĕçлисем хисеп грамотисене илчĕç. Юлашки шăнкăрав шухăша ячĕ. Малашне çитĕннисене урока текех йыхăрмасть вăл. Пурнăçра сиксе тухакан кирек хăш ыйтăва та хăвăрăн татса памалла. Çакна хăнăхтарма тăрăшмарĕç-и-ха учительсем! Вĕсем вара аслă юлташсем вырăнĕнче юлаççĕ.

Шкул алăкĕсем выпускниксемшĕн малашне те уçах пулĕç. Пурнăçăн анлă тинĕсĕнче ăнăçусем пулччăрах сире. Çил хумĕ нихăшне те çыран хĕррине кăларса ан пăрахтăрах.

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика