22 мая 2013 г.
Турхан çывăхĕнчи "Кивçурт" уçланкăра шкул ачисем хушшинче "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç. Çак вăхăтра кунĕсем ыйтса илнĕ пекех хĕвеллĕ те ăшă тăчĕç. Çавна май 22 командăри 300 ытла ача кăмăлтан выляма, канма, ăмăртма, сывлăха çирĕплетме пултарчĕ. Вăйăсене ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çар службине хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе те йĕркелеççĕ-çке.
Пĕрремĕш кун çамрăк армеецсем хăйсен ăсталăхне теорипе тĕрĕслерĕç. Стройпа утнине пăхма та кăмăллă пулчĕ. Конкурссене пĕрин хыççăн тепри кăмăлтан хутшăнчĕ. Тăватă кун хушшинче ачасем тус-юлташ тупрĕç, хăйсен вăй-халне тĕрĕс-лерĕç, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕç. Уçă сывлăшри салтак пăтти те тутлă. Патăрьел райповĕн Турхан суту-илỹ филиалĕн ĕçченĕсем пылак шывсемпе тивĕçтерчĕç. Йĕркелĕхе сыхлакан орган ĕçченĕсем, медицина работникĕсем те ачасемпе юнашар пулчĕç. Çамрăксен парламенчĕ те айккинче юлмарĕ. Çитĕнекен ăру пултарулăхне тĕрĕслесе тĕрлĕ вăйă ирттерчĕ.
"Орленоксем" хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш тата иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулсен командисем мала тухрĕç.
"Зарницăра" вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕшпе пĕр-ремĕш, Ыхра Çырминчи шкулсен командисем çĕнтерчĕç. Малтисем хисеп грамотисемпе парнесене тивĕç пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсен район чысне республикăри вăйăсенче хỹтĕлеме тивет. Сăмах май çакна та палăртма кăмăллă. Республика шайĕнчи "Орленокпа" "Зарница" шăпах çак уçланкăра июнĕн 26-30 мĕшĕсенче иртмелле.
А. Астраханцева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)