22 мая 2013 г.
Пулас инкек никама та куçа курăнса килмест. Унран маларах асăрханмасан е сыхланмасан пысăк хуйхă курма та, тăкак тỹсме те пулать. Шухăшăма малалла тăсиччен ача чухне хам куçăмпа курнă пĕрремĕш пушар пирки каласа кăтартам. Епле хăрушă вăл! Туçара çуллахи пĕр шăрăх кун хуçалăх кĕлечĕсем çумĕнчи темĕнле хуралтăна вут хыпнă. Нумай та вăхăт иртмерĕ, кашни кас вĕçне вырнаçтарнă чуна çỹçентерекен чан сассине илтсе витре йăтнă çынсем инкек пулнă вырăна васкарĕç. Вут кутне пĕри те пушă алăпа каймаççĕ. Эпир те, шăпăрлансем, усси çук пулсан та, вĕсем хыççăн лĕпĕстетрĕмĕр. Склад пек çуртăн тăррине шиферпа витнĕ. Вут ытамĕнче вăл хĕрнĕçемĕн-хĕрсе, çурăлса пырать, таçта çити аякка сирпĕнет: шарт, шарт... тăвать. Пăхса тăма хăрушă. Пушар машини кая юлмасăрах çитрĕ пулин те, çынсем айккинчен çеç пăхса тăмаççĕ, çывăхри пусăсенчен витрепе шыв сĕтĕреççĕ. Кăшкăрашу! Çуйхашу! Пурте колхоз пурлăхне сыхласа хăварас тесе васкаççĕ. Чăнах та кар тăни харама каймарĕ, çулăма ытти çĕре сиксе ỹкме памарĕç.
Пурнăçра кирек камшăн та çакнашкал хуйхă-суйхă йăтăнса анма пултарать. Ун пек чухне çухалса кайманни, васкавлă йышăнусем тума пултарни, пулăшăва çынсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах вутпа пулакан инкекрен маларах асăрханни, халăха вăхăтран-вăхăта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине асăрхаттарса тăни кирлех. Яваплă тивĕçе районти пушар надзорĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех вырăнти муниципалитет йĕркелесе, тирпейлесе пымалла. Ĕçе хăй еккипе çеç яни каллех ырра хирĕç утни пулмĕ. Хальхи вăхăтра çак ыйтусене Турхан ял тăрăхĕ еплерех пурнăçласа пырать-ши? Пĕрлĕхе кĕрекен ялсенче тăнăç пурнăçа тытса тăрас тĕлĕшпе дружинниксен, старостăсен, "халăх тарçисен" витĕмĕ еплерех? Ирĕклĕ пушар обществин пĕлтерĕшĕ пур-и? Çакнашкал ыйтусем тавра калаçу пуçартăмăр А. Сымов ял тăрăх пуçлăхĕпе.
- Ку чухне чылай ялсенче пушар машинисене халăх вăйĕпе тытса тăраççĕ. Эпир те çак çулпа кайрăмăр. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче йышăну кăларнă хыççăн кашни çемьерен 300шер тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Çак шухăша хирĕçлекен пулмарĕ. Пурте ăна пысăк ăнланулăхпа ырларĕç. Пушар хăрушлăхĕнчен сыхă тăма пирĕн хуçалăхра хальхи вăхăтра тăватă тонна шыв кĕрекен ЗИЛ - 131 автомашина пур. Упамсара Л. Вавилов депутат тата ял комитечĕн членĕн хуçалăхĕ умĕнчи трактор тележки çинче яланах пысăк пичкепе шыв ларать. Виçĕ çул каялла каллех халăх вăйĕпе шыв башнине ĕçлеттерсе ятăмăр. Саппас шыв ялти шкулта та упранать. Унсăр пуçне уйрăм хастарсем, депутатсем тăрăшнипе ялти кỹлĕсене тасатсах тăратпăр. Виçĕ çул каяллахи типĕ те шăрăх çанталăк пире, уйрăмах вăрман тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансене, питĕ тимлĕ те асăрхануллă, вут-кăвара парăнтарма яланах хатĕр пулма хистет. Çавăнпа та эпир çулла çеç мар, хĕллехи кунсенче те шыв пуçтарăнса тăракан вырăнсене кĕме-тухма çулсене лайăх тасатса тăратпăр. Ку тĕлĕшпе пире уйрăмах Л. Манзуркина предприниматель пысăк пулăшу парать, - паллаштарчĕ кĕскен пушар хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе чăн малтан пурнăçламалли ĕçсем пирки.
"01" службăн васкавлă машинисем йыхравланă вырăна пĕр чăрмавсăр, вăхăтра çитчĕр, инкеке лекнисене вут серепинчен сирччĕр тесен, чăн малтанах ялсенчи урамсемпе тăкăрлăксенче лайăх çул кирлĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене юсама республика бюджетĕнчен те укçа уйăраççĕ. Çак меслетпе ял тăрăхĕ Турханти, Упамсари, Хурама Тварти хăш-пĕр урамсене вак чул сарса тикĕсленĕ, йĕркене кĕртнĕ. Депутатсен ыйтăвне шута хурса çак ĕçпе Тури Тăрмăшсене савăнтарасшăн, сметăсене хатĕрлеме пикеннĕ.
Ял çынни лайăх условисенче пурăнтăр тесен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăха чрезвычайлă лару-тăруран хỹтĕлемелле. Ун пек пăтăрмах вара кирек хăçан та сиксе тухма пултарать. Федераци саккунĕпе пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата гражданла хỹтĕлев мероприятийĕсем ирттерес енĕпе пурнăçламалли полномочисене поселенисене панă. "Автан сăхмасăр" никам та пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен шутламасть. Çавăнпа та çак енĕпе районти кашни ял тăрăх пуçлăхĕн тимлĕ ĕçлемех тивет. Эпир пулнă поселенинче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçлемеççĕ тесех калаймăн. Ял тăрăх пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх, кашни ялтах ирĕклĕ пушар дружинисем пур. Вĕсен тĕп тĕллевĕ _ инкек çинчен пушар чаçне васкавлăн пĕлтересси, вĕсем киличчен халăха хăрушлăхран хăтарасси. Ял старостисене, ял комитечĕн членĕсене, депутатсене те çак ĕçе тỹрреммĕнех явăçтарнă темелле. Урăхла каласан, вут-кăвартан пулакан инкекрен асăрхануллă пулмаллине халăхра сарма вăй çителĕклĕ темелле. Апла пулин те çак тăрăхра кашни çулах пушар тухса çынсене хăратать. Çакă сыхă пулманни-ши е профилактика çитменни-ши?
Сăмах май каласан...
Районти пушар надзорĕн инспекторĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Турхан ял тăрăхĕнче икĕ пушар пулнă. 2011 тата 2012 çулсенче вара служба ĕçченĕсен виçшер хутчен вутпа куçа-куçăн тăма тивнĕ.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)