08 мая 2013 г.
Пултаруллă чăваш ỹкерỹçи, вĕрентекенĕ, пирĕн ентешĕмĕр Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 133 çул çитрĕ. Вăл Турханта чухăн хресчен çемйинче ỹссе çитĕннĕ. Паллă ỹнерçĕ-профессор пулса тăмашкăн çăмăл мар.
Ача чухнехи йывăр чир, Петербургра вĕреннĕ çулсем, çĕр-шыври пăлхануллă вăхăтра ĕç шырама çỹренĕ кунсем, ỹкерçĕсен хушшинче пулса иртекен усал юхăмсем, вăрçă суранĕсем... Çак пулăмсем унăн пурнăçĕнче йĕр хăвармасăр иртмен: сывлăхĕ хавшасах пынă.
1956 çулта художник пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. Ăна Харьковра пытарнă. "Алексей Афанасьевичăн чи пысăк ĕмĕчĕ - тăван яла кайса, ун урамĕсемпе утса çỹресе, тăван-пĕлĕшпе курса чăвашла калаçса чунне çĕклентересси тата малалла та хавхаланса ĕçлесси пулнă", тесе каласа кăтартатчĕ унăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна. Эпĕ Украина çĕр-шывне 1980 çулта çитсе куртăм. Кокель пурăннă хваттерте унăн мăшăрĕпе юнашар ларса сехечĕ-сехечĕпе калаçаттăмăрччĕ. Кун çинчен çырса пĕтерме те çук, мĕншĕн тесессĕн вăл калаçусен калăпăшĕ - хăй пĕр кĕнеке.
А.А. Кокель пиртен уйрăлса кайнăранпа 57 çул çитрĕ пулсассăн та унăн вилĕмсĕр ĕçĕсем пирĕнпе пĕрлех. Юлашки çулсенче ячĕ чăваш халăхĕшĕн, унăн тăван ялĕшĕн те чăнахах та çывăхланчĕ. Мĕншĕн тесессĕн паллă художника халалласа ирттерекен ĕçсем питĕ нумай пулса пыраççĕ. 1935-1940 çулсенче нумай паллă çынсене айăпсăрах айăпласа тĕрмене хупса лартнă е персе пăрахнă, çавăнпа та Кокельсем çинчен калаçма та, çырма та май пулман: Алексей Афанасьевичăн аслă тетĕшне Ивана тата кĕçĕн пиччĕшне Германа "халăх тăшманĕсем" тесе Çĕпĕре ăсатнă, персе пăрахнă,.
Хăй вăхăтĕнче татăлнă çыхăнăва çĕнĕрен чĕртсе ярас шухăшпа 1980 çулта художник çуралнă 100 çулхи юбилейне Турхан ялĕнче, Шупашкарта пысăк шайра паллă тунăччĕ.
Çак уява Украинăран Шаламовпа Шигимага паллă художниксем килнĕччĕ. Хăйсен аса илĕвĕсенче пирĕн ентешĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ: вĕсем Кокелĕн вĕренекенĕсем пулнă. Юбилей кунĕсенчех А.А. Кокель ячĕпе хисепленекен музей çуртне, ача-пăча ỹнер çуртне уçрĕç. Çакăн пек ырă ĕçе пурнăçлама май тупса панăшăн пĕтĕм Турхан халăхĕн ячĕпе вăл вăхăтра район шайĕнче ĕçлекен ертỹçĕсене В.А. Никитина, И.В. Нягина, Н.П. Козлова тата Турхан ялĕн ертỹçисене А.П. Пешкова, В.И.Степанова, В.М. Гусева пĕтĕм чун-чĕререн тав туса хăварасшăн. Чылай çыншăн художникăн кун-çулĕ, унăн пултарулăхĕ манăçа юлнă пулĕччĕ.
Нумай-нумай ача ỹнер тĕнчине пĕрремĕш утăм турĕç, район, республика тата Раççей шайĕсенче иртекен куравсенче хăйсен ỹкерчĕкĕсене кăтартма пултарчĕç. Чи пултаруллисем Юрий Капитонов, Леонид Капралов, Владимир Трошкин художниксем, Елена Шашкова, Альбина Пчеловодникова дизайнерсем, Владислав Сергеев архитектор пулса тăчĕç, Алена Башмакова, Карина Радионова, Татьяна Мылова тата Дмитрий Емельянов вĕренекенсем - пулас художниксем.
Паллă художника халалласа тĕрлĕрен шайра ирттерекен ĕçсем нумайланса тата пуянлансах пычĕç. Вĕсем калăпĕшĕпе те, шухăшĕпе те анлăрах, тĕплĕнрех хатĕрленсе иртме тытăнчĕç.
Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕнче ĕçленĕ Лев Кураков тăрăшнипе нумай асăмра юлмалăх ĕçсем пулса иртрĕç. ЧПУра А.А. Кокель ĕçĕ-хĕлне, унăн кун-çулне тата творчествине тĕпчес тĕллевпе Украинăпа чăваш халăх хушшинчи туслăха, çыхăнăва малалла аталантарас шухăшпа ятарласа лаборатори уçăлчĕ. Унăн ертỹçи пулмашкăн художник ентешне, Владимир Александрович Васильев доцента шанса пачĕç.
А.А. Кокелĕн 125 çулхи юбилейне хатĕрленнĕ тапхăрта Республика Президенчĕ ятарлă хушу кăларчĕ. Чăваш патшалăх университечĕпе Харьков патшалăх дизайнпа искусство академипе килĕшỹ тунăччĕ. Украина художникĕсем А. Кокелĕн ĕçĕсене, Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче упранаканнисене, реставрацилерĕç, художник пурăннă çурт çине тата музей çурчĕ çине асăну хăмисем вырнаçтарчĕç.
2010 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче паллă ентешĕмĕрĕн 130 çулхи юбилейне халалласа ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх конференцийĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ: ун ĕçне ЧПУ Президенчĕ Лев Кураков, Украина халăх художникĕ Виктор Ковтун, Харьков патшалăх дизайнпа искусство академийĕн проректорĕ Сергей Рыбин, чăвашсен паллă художникĕсем Ревель Федоров, Праски Витти, художникăн ентешĕсем хутшăнчĕç.
2007 çултанпа Чăваш çĕр-шывĕнче Пĕтĕм тĕнчери А.А. Кокель ячĕпе иртекен пленэрсене (уçă сывлăшра ỹкересси) вырăс, украина, мордва, чăваш, тутар художникĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕсенче калама çук илемлĕ те асамлă сăнарсем çуралаççĕ. Çапла вара, пирĕн республикăри музейсем çĕнĕ ỹкерчĕксемпе пуянланчĕç.
А.А. Кокель çуралса ỹснĕ Турхан ялĕ, таврари ытармалла мар илемлĕ уйсемпе вăрмансем, уйрăммăнах кунта пурăнакан ырă кăмăллă çынсен сăнарĕсем тĕнчери нумай художника тыткăнлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Турхан таврашĕнче ỹкернĕ художниксен ĕçĕсем Европăри, Китайри, Индири, Кубăри, Египетри куравсенче вырăнсем йышăнаççĕ, пин-пин çухрăмра пурăнакансем пирĕн тавралăха, пирĕн çут çанталăкпа тата пирĕн ентешсен сăнарĕсемпе паллашаççĕ.
Алексей Афанасьевич çуралнăрапа 133 çул çитнĕ май нарăс уйăхĕнче Чăваш наци библиотекинче "Туслăх асамат кĕперĕ - Радуга дружбы - Веселка дружби" ятлă чăваш, вырăс, украина художникĕсен куçса çỹрекен куравĕ ĕçлерĕ. Унта эпир те çитсе куртăмăр, Турхан тăрăхĕнче ỹкернĕ ỹкерчĕксемпе паллашрăмăр. Уйрăммăнах В.И. Ковтун ỹкернĕ А.А. Кокель тата Г.А. Кокель портречĕсем пире тыткăнларĕç. Вĕсем _ чăваш халăхĕн чăн-чăн пултаруллă ывăлĕсем, пирĕн ентешсем. Мухтанатпăр вĕсемпе!
Манăн шухăшăмпа, А.А. Кокеле халалласа ирттерекен пĕтĕм ĕçĕн тĕшши - художникăн ятне çĕнĕрен чĕртсе ярасси, унăн еткерлĕхне халăх хушшинче ытларах сарасси, тĕрлĕ халăх искусствине, туслăхне çирĕплетесси, аталантарасси.
Юлашкинчен çапла каласшăн: инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕ паян пирĕнпе çĕнĕрен çĕкленсе чĕрĕлчĕ, унăн сăнарĕ, вилĕмсĕр ỹкерчĕкĕсем чăваш халăх чĕрисенче ĕмĕрлĕхех упранччăр.
В. СЕРГЕЕВ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)