08 мая 2013 г.
Вăрçă ачи кайман вăйран Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи кĕрлеме чарăнни çулсеренех аякка юлса пырать пулин те, чунсенчи тарăн суран йĕрĕ часах пирчеймĕ. Синкерлĕхпе куçа-куçăн тăнисем те ку тĕнчерен пĕрин хыççăн тепри уйрăлсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра телейлĕ шăпине пула пирĕнпе юнашар пурăнакан салтак-ветерансене, тыл паттăрĕсемпе тăлăха юлнă салтак арăмĕсене историн чĕрĕ палăкĕсем тесе те хаклас килет. Çак хисеплĕ йышрах мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе вилĕмрен çăлăнса юлнă вăрçă ачисене те куратăп.
Турханта пурăнакан Андрей Ильич Кошкин Тăван çĕр-шыв çине ирсĕр тăшман сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ чухне вун икĕ çулта пулнă. Салтак тумĕ тăхăнса алла пăшал тытма _ çамрăк. Ун вырăнне аслисемпе тан вăкăр кỹлсе ака-суха тума шăпах "папи" пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 84 çулхи ĕç ветеранĕ йывăр вăхăтсене ĕнер пулнă пекех лайăх ас тăвать. Ачан чĕрине ашшĕне вăрçа ăсатнă самант та ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă курăнать.
_ 1943 çулта тетепе аттене умлă-хыçлă салтака ăсатрăмăр. Аннен чунĕ усала сиснĕ-тĕр, питĕ хурланса йĕретчĕ. Çичĕ ачана пĕччен пăхса çитĕнтерме çăмăлах мар-çке... Ун чухне эпĕ хама аппасемпе юнашар арçын пекех туйнă пулас. Повестка илнĕ хыççăнах лаша кỹлсе Санюк тетепе аттене Первомайскине ăсатма кайрăм. Аттен те ман умра чунĕ капланнă курăнать. Мана кăкăрĕ çумне ыталаса илчĕ те пуçран темĕнччен пĕр чĕнмесĕр ачашласа тăчĕ. Юлашкинчен хăйĕн шухăшне калама вăй çитерчĕ: "Çурт вырăнне хыт-хура шăтма ан пар, ывăлăм",_ терĕ те уйрăлса кайрĕ. Унăн пехил сăмахне пурнăç тăршшĕпе тытма тăрăшрăм,_ пăлханса аса илчĕ Энтри тете çитмĕл çул каяллахи саманта.
Çемьене çине-çинех икĕ усал хыпар кĕнĕ. Сталинград çывăхĕнчи çапăçура пиччĕшĕн куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăннă, тăшман танкĕ ун кĕлетки урлах каçса кайнă. Ашшĕн шăпи те çавнашкалах пулнă. Йывăр аманнă хыççăн салтак тепĕр хут строя тăнă, анчах каллех нумайлăха мар...
Пурăннă чухне кирек кам та аталанма тăрăшать. Вăрçă вара Турхансене те самай шар кăтартнă. Пĕр çемьерен икшер-виçшер салтак çичĕ ютра канлĕх тупнă. Тăвансем патне хурлăхлă хыпар пĕрин хыççăн теприн патне çитсен те ялта пур-нăç чарăнман. Йывăр пулсан та ваттисемпе çамрăксем вăйне пĕрле пуçтарса акине те тунă, тырри-пуллине те пуçтарса илнĕ. Пурнăçа малалла тăсас, выçлăхран хăтăлса сывă юлас тĕллевпе Андрей Ильичăн та арçын вырăнĕнче пулса çемьешĕн çап-çамрăклах тар тăкма тивнĕ. Хул-çурăмĕ тĕрекленсе те çитеймен арçын ача çемьене йывăрлăхра çăлса хăварас тесе вăкăрпа мĕн чухлĕ ĕç туман-ши! Энтруш (амăшĕ ăна çапла чĕннĕ) чĕлхесĕр янаварпа Елчĕк районне çити вутăпа çĕр улми улăштарма çỹренĕ. Нуша тени кулачне тỹрех тыттарман.
Çулĕсем шултăраланнă ĕç ветеранĕ паян та алă усса çеç ларма юратмасть. Общество пурнăçĕнче яланах хастар пулма хăнăхнăскер, вырăнти муниципалитет пурнăçне те час-часах хутшăнать, мероприятисенче тухса калаçать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл яланах тỹрĕ чунпа ĕçлесе хисеп çĕнсе илнĕ: колхозра та, больницăра дезинфекторта тăрăшнă самантсенче те. Пилĕк ача ашшĕ кил-тĕрешри ĕçсенче те яланах тирпейлĕ. 56 çул вĕллесемпе ĕçлекен ватă хăй те ылтăн хуртсем пекех ĕçчен пулнă. Халĕ вăл ку тивĕçе ывăлне шанса панă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)