06 декабря 2012 г.
Ун патне Америкăран, Германирен, Украинăран, Раççейри нумай-нумай хуларан çырусем шурă кăвакарчăнсем евĕр «вĕçеççĕ». Çак кунсенче кăна почтальонка Рязаньтен, Челябинскран, Чул хуларан, Мускавран янă çырусене почта ешчĕкне хăварнă. Хăшĕсем çырнипех çырлахмаççĕ - Юхмапа Пăла тăрăхне, вăрман çумĕнчи яла çитме васкаççĕ. Пĕр çемье ав Германиренех килнĕ-мĕн. Вĕсем тĕп ыйтăвĕсĕр пуçне чăваш йăли-йĕркипе те кăсăкланнă: уйран уçласа çу ÿкерсе кăтартма ыйтнă. Çапах та мĕнпе илĕртет, хавхалантарать вĕсене Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан 85 çулти Лидия Гусева? Лидия Васильевна кашни çырăвах хуравлать. Ку çеç-и? Посылка-бандероль ăсатать: сысна кĕпçи /болиголов пятнистый/ курăкне тата хăй çав курăкран хатĕрленĕ настойкăна ярса парать. Мĕншĕн-и? Йăлтах йĕркипе каласа парам.
Лидия Гусева вăрманлă Хурама Тăвар поселокĕнче çуралнă. Турхан шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те пĕлÿ çуртне çÿреме пăрахман. Ыттисем хутла вĕренесси çине алă сулнă, класра вăл кăна юлнă пулин те çутă ĕмĕтпе пурăннă вăл. «Манăн çав тери вĕренес, учительница пулас килетчĕ. 1951 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне кĕтĕм. Диплом илсен Турхан шкулне ĕçлеме килтĕм. 39 çул ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентрĕм», - пĕлтерет Лидия Васильевна.
Хăйĕн ĕçне вăл питĕ килĕштернĕ. Ют чĕлхесен кабинетне районта пуринчен малтан йĕркеленĕ. Вĕрентекенсене юратнă, лешсем те ăна хисепленĕ. Турхан шкулĕнче вăл директор çумĕнче тăрăшакан Виталий Михайловичпа çывăхрах паллашать. Ăна вăрттăн савса пурăнать. Аслă Арапуç каччипе вăл аслă шкулта пĕр вăхăталлах вĕреннĕ, ăмăртусене пĕрле хутшăннă. Унтан иккĕшне те пĕр шкула ĕçлеме янă. Тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă хĕре асăрхаман мар, асăрханă йĕкĕт. Анчах вăл хăйĕнчен аслăрах пулнипе юрату пирки сăмах пуçарма тăхтанă. Хăйĕн çумне çамрăк хĕрсем вара çилĕм пекех çыпăçнă... Хăшĕ-пĕринчен тарса çÿреме те тивнĕ. Лидия Васильевнăн чĕринче вара юрату çулăмпах хĕмленнĕ. Çапла 5 çул пĕрле ĕçленĕ, шанчăка çухатнă хыççăн вăл Çĕпĕре кайма тĕв тăвать. Документсем пухать, вĕренÿ кĕнекисене шкул вулавăшне парать. Çакнашкал хыпкалануллă вăхăтра ун патне завуч пырать, уроксем хыççăн юлма сĕнет. Çавăн чухне вăл Лидăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Çав кунах ял канашне кайса çырăнаççĕ вĕсем. Гусевсем ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Владислав - Шупашкарта, Людмила Чул хулара. Людмила ашшĕпе амăшĕн çулне суйланă, пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Виталий Михайлович чылай çул шкул директорĕнче вăй хурать. Ял çинче пуçарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрать. Арăмĕпе те мăшăр кăвакарчăн евĕр килĕштерсе пурăнать.
Анчах... «Эпĕ 1993 çулта хăрушă чирпе чирлерĕм: черетлĕ медосмотрта тухтăрсем кăкăр ракне тупса палăртрĕç, - каласа парать Лидия Васильевна. - Çийĕнчех больницăна вырттарчĕç, операци турĕç. Инвалидлăх парасшăнччĕ те - килĕшмерĕм. «Эпĕ пур пĕрех вилетĕп», - терĕм. Ун чухне рак чирĕпе пурнăçран уйрăлакан йышлăччĕ. Киле килтĕм те вырăн çине выртса йĕтĕм. «Вилетĕп, вилетĕп ĕнтĕ», - тетĕп. Ачасем «ФИСри» /«Физкультура и спорт» журналри/ пĕр статьяна илсе килнĕ. Унта сысна кĕпçи ракпа чирлисене сиплени пирки çырнăччĕ. Асăннă журнала шкул та çырăнса илетчĕ. Ăна питĕ юратса вулаттăмччĕ. Каярах хам çырăнса илме тытăнтăм. Паянхи кунчченех манăн шанчăклă тусăм вăл. Анчах сысна кĕпçине епле тупмалла - палламастăп-çке ăна? Журналта кăтартнă пĕр адреспа çыру ятăм та вăл хуравларĕ, вăрлăхĕпе тивĕçтерчĕ. Çуркунне шăтса тухрĕ те тĕлĕнсех кайрăмăр. Наркăмăшлă ку курăк пирĕн тăрăхрах ÿсет-мĕн. Упăшка сысна кĕпçине пухрĕ те унтан настойка турăмăр. Ăна В.Тищенко сиплевçĕ схемипе кивĕ уйăхăн ĕçме тытăнтăм. Пĕрремĕш çулне тÿрех сиплевĕн виçĕ курсне турăм. Ытти çул та ăна пĕр курса хăвартăм. Мана кунран кун лайăхрах пулма пуçларĕ, вăй кĕчĕ, ура çине тăтăм. Çак курăк ыттисене те пулăштăр тесе «Советская Чувашия» хаçата çыру ятăм. Вăл пичетленнĕ хыççăн ман патăма нумай ял-хуларан çынсем килме пуçларĕç. «ФИС» журналта «Эпĕ сывалтăм, халĕ хам ыттисене сиплетĕп», «Чи кирли - шанăçа çухатмалла мар» статьясем тухнă хыççăн ман патăма таçтан та çырма, пулăшу алли тăсма пуçларĕç.
Хама калама çук начар туйнă чухне турăш умне чĕркуçленсе, тăраниччен макăрса турăран /ăна халĕччен ĕненмен пулсан та/ пулăшу ыйтрăм. «Сывалсан хам та çынсене пулăшăп, сиплĕп», - терĕм».
Лидия Гусевăн шухăшĕпе - çын сывлăхĕ епле пуласси ачалăхпа тачă çыхăннă. «Эпĕ вун тăваттăра чухне ялти арçынсем фронтраччĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем çĕре лаша-вăкăрпа сухалаттăмăр. Арçын ачасем лаша çавăтатчĕç, эпир суха пуç тытаттăмăр. Ĕç вырăнне ут утланса каяттăмăр. Ачасенчен пĕри манăн урхамаха хăратрĕ те - вăл ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ çĕр çине персе антăм, кăкăра ыраттартăм. Вăл шыçăнса кайрĕ, пÿрленме, юн тухма пуçларĕ. Часах тÿрленмерĕ. Анчах ĕçлемеллеччĕ, ара, пире уй-хирте пĕр кун тăрăшнăшăн 0,5 килограмшар çăкăр паратчĕç. Çулсем иртрĕç. Амантнă кăкăр çинче пăрçа пысăкăш мăкăль юлчĕ. Икĕ ача çуратнă хыççăн вăл пысăкланчĕ. Кайран мĕн пулнине вулаканăм пĕлет ĕнтĕ».
Пысăк чунлă çак хĕрарăм ырă кăмăл чи лайăх сиплев пулнине ĕненет. Пурнăçшăн ĕмĕр тăршшĕпех кĕрешмелле тет. Уншăн аутотренинг та ют мар. Ура çине тăрсанах вăл кирек мĕнле çанталăкра та çывăхри çырма патне çити утнă. «Пĕрмаях: «Эпĕ сывалатăп, манăн чир иртет, иртет», - теттĕм. Çырма патне çитсен хĕвеле хирĕç тăраттăм та: «Хĕвел, тÿпе, çил, шыв, манăн чире илсе кайăр», - çапла çине-çинех калаттăм. Чăнах та, хама çăмăлрах туйма пуçлаттăм», - вăрттăнлăхне уçать ырă çыннăм.
Хускану уншăн - пурнăç. Килĕнче кичемленсе лармасть вăл, кашни кун 8-10 çухрăм утать. Çуллахи вăхăтра ялтан 10 çухрăмра вырнаçнă вăрмана курăк, çырла, кăмпа, мăйăр пухма çÿрет. Хыр вăрманĕн сиплĕ сывлăшĕпе киленет. Пĕр-икĕ çул каялла вăл велосипедпа та çÿренĕ. Хĕллехи вăхăтра Шăхач еннелле йĕлтĕрпе ярăнма каять. Маларах уншăн савнă упăшки çулташ пулнă. Шел, тăватă çул каялла пурнăçран уйрăлнă вăл. Лидия Васильевна çулсеренех «Раççей - йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнать.
Уншăн чун киленĕçĕ - кĕл чечек ÿстересси. Хĕп-хĕрли те, кĕренни те, шупки те, сарри те пур... Кунсăр пуçне вăл 70-80 тĕрлĕ курăк типĕтет, сиплĕ ÿсен-тăран тымарĕсене, çулçисене, йывăç хупписене, хурăн, тирек, ăвăс папакĕсене, хурăн сĕткенне пухать. Вĕсене вăл хăйне валли кăна мар, чирлисем валли те хатĕрлет. «Пурнăç урапи каялла кусма пуçласан пачах урăхла кăмăл. 50 çула çитиччен çын шăпа, пурнăç пирки питех шухăшламасть. Çур ĕмĕр иртсен вара ватлăх та шиклентерме пуçлать, пурнăçа раснарах йышăнма пуçлатăн. Пĕр сăмахпа, çын пĕчĕккĕн çак çĕр çинчен кайма хатĕрленет. Турă мĕн чухлĕ панине çынсене ырă туса, пулăшса пурăнасчĕ тетĕп. Вăйăм çитнĕ таран ачамсене, мăнукăма хавхалантарасчĕ. Тата, паллах, сывлăхлă пуласчĕ», - ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Сыв пуллашиччен вара вăл: «Сывлăхлă пуласси- кашни кун çине тăрса пурнăçламалли ĕç», - тесе асăрхаттарчĕ.
Источник: "Хыпар"