Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманти пушар çулне пÿлме

24 ноября 2012 г.

Вăрманти пушар çулне пÿлме

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче тăракан çĕнĕ пушар машинисене иртен-çÿрен кăсăклансах сăнарĕ. Ятарлă çак техникăна республикăри Вăрман пушар служби валли туяннă. Вĕсен уççине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Улатăр, Шупашкар, Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Канаш районĕсенчи вăрман хуçалăхĕсен представителĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ.

– 2010 çулхи çуллана пурте лайăх ас тăваççĕ, ун чухне эпир вăрман пушарĕсемпе кĕрешмешкĕн хатĕр марччĕ. Çав тапхăрта чи кирлĕ хатĕрсем çукчĕ, хальхи йышши техника пирки вара ĕмĕтленнĕ çеç. Раççей правительстви ятарлă программа йышăнчĕ, унпа килĕшÿллĕн юлашки икĕ çулта пушар сÿнтерекен службăн пурлăхпа техника никĕсне палăрмаллах çирĕплетме май килчĕ, – терĕ премьер-министр. – 2012 çул лăпкă иртрĕ темелле, вăрмансенче малашне те синкерсем ан пулччăр. Çĕнĕ техника сирĕн ĕç тухăçлăхне татах та пысăклатасса шанатăп.

ГАЗ-33081” никĕсĕ çинче хатĕрленĕ пушар автоцистернисене Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен уйăрса панă 25,2 млн тенкĕлĕх субсиди шутĕнчен туяннă. Çавăн пекех çывăх вăхăтра вăрман хуçалăхĕ валли плуглă 10 трактор илме палăртнă.

Шăмăршă вăрман хуçăлăхĕн Турхан участокĕнче тăрăшакан Наиль Янтыков, Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăйсене çĕнĕ машина уççине панăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав турĕ. Вĕсен участокĕнчи чи “çĕнĕ” техникăна 1982 çултах кăларнă. Кивĕскерсене час-часах юсама, сăрлама тивнĕ, çул çинче ванса ларни те пулман мар. “Хамăра çĕнĕ машина панăшăн савăнатпăр. Унпа ĕç палăрмаллах çăмăлланасса пĕлсех тăратпăр. Ку техника путса лармасть, вăрманта кирек хăш вырăна та кĕрсе тухма пултарать. Хушма оборудовани те нумай кунта. 1600 литр литр шыв кĕрет, ăна шлангсем 200 метр таран сирпĕтеççĕ”, – терĕ каярахпа Н. Янтыков журналист-сене.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика