17 ноября 2012 г.
Ачасем уроксенче пĕлу ытларах илеççĕ. Воспитани ĕçĕ вара класс тулашĕнчи мероприятисенче пурнăçланать. Çаканта мĕнле явăççĕ-ха Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем? О. Андреевапа А. Раевский директор çумĕсем пĕрремĕш, О. Кокель аслă вожатăй иккĕмĕш чĕрĕксем валли пурнăçлама палăртнă ĕçсен планне аллисене илчĕç. 264 ачана кăмăлĕсемпе пултарулăхне кура явăçтарма 23 кружок йĕркеленĕ.
Акă, "Çамрăк биологсем" (ертÿçи Т. Самарина) уроксем хыççăн сахал мар ěçлеççĕ. Сăнамалли-тĕпчемелли вĕсемшěн шкул çумĕнчи çěр лаптăкĕнче те пур. Классемпе Шăмăршăри наци паркне экскурсие тухни те мĕне тăрать! Хушма пĕлусемпе усă курса ачасем олимпиадăсене хутшăнаççě, малти вырăнсене çěнсе илеççě. Биологи е медицина факультечěсене вĕренме каякансем пурри те кăмăллă.
Алă ĕçĕсен кружокĕ (ертуçи Л. Узюкин) ĕçе явăçма хăнăхтарать. Мĕн кăна ăсталамаççĕ пулě ачасем унта! Ывăс, йěтěр,сенĕк, кěреçе аврисем кашни килтех кирлě.
Ĕҫлĕ воспитани парассине шкул коллективĕ тепĕр енлĕ те илсе пырать. Кашни ҫуллахи каникултах кунта производство бригадисем йĕркелеҫҫĕ. Вĕсене ҫурекенсем юсав ĕҫĕсене пурнăҫлаҫҫĕ. Килĕшĕве районти ĕҫпе тивĕҫтерекен центр урлă тунăран тӱлевĕ те пур. Вĕренӱ ҫулĕ вăхăтĕнче те ĕҫлеме май тупаҫҫĕ. Акă, 27 вĕренекенрен тăракан ушкăн уроксем хыҫҫăн Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрҫинче пуҫ хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене тирпей-илем кĕртнĕ. Ĕҫĕ татах та пур. Ял тарăх администрацийĕ футбол площаҫки тума ҫĕр лаптăкĕ уйăрса панăччĕ. Ăна йĕркене кĕртесшĕн. Кăҫал ҫеҫ шкул территорине 200е яхăн тĕмсемпе хунавсем лартнă.
Ертӱҫĕсемпе ачасен тăрăшулăхне курах ĕнтĕ шкулта хоккей коробки тунă. Унта ҫитĕнекен ăру виҫҫĕмĕш ҫул ярăнать ĕнтĕ. Пĕлтĕр районти, республикăри амăртусенче ҫĕнтерсе Раҫҫей шайĕнчи тупăшăва тухрĕҫ. Чул хуларан вара вăтам ушкăнри ачасемпе ăмăртса пĕрремĕш вырăнпа таврăнчĕҫ.
Воспитани ĕҫĕнче сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма хăнахтарас тема малти вырăнта тăрать. ОБЖ урокĕсенче С. Самакин кашни класпах ку енĕпе калаҫу ирттернĕ. Наци кросне чылайăн хутшăнни те ҫакăнпах ҫыхăннă. Сывă пурнăҫ йĕркине халалланă икĕ уйахлăхра калаҫусем, КВНсем, диспутсем татах та пулмалла-ха. Ноябрьтех агитаци ĕҫĕсен конкурсне йĕркелеҫҫĕ.
Сиенлĕ йăласене сивлеме пирус тĕтĕмĕ организма хавшатни, ĕҫкĕ пурнăҫа пĕтерни ҫинчен ӱкернĕ видеофильмсене пăхни вырăнлă.
Ачасен шкултан пурнăҫ ҫулě ҫине тăма хатĕр тухмалла. Кирек хăш ыйтăва та вĕсен хăйсен татса пама вĕренмелле. Ҫакна тĕпе хурса вĕрентӱ учрежденийĕнче самоуправлени кунне йĕркелеҫҫĕ.
Авалхи йăла-йĕркене ăруран-ăрăва куҫарса пырасси те пурнăҫланать. Календарьпе ҫыхăннă мероприятисенче сăвă-юрă инсценировка, спектакль сыпăкĕсем тухаҫҫĕ сцена ҫине.
-Эпир хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Ачасен интересě ҫеҫ пултăр. Вĕренекенсенчен пĕри пĕлӱ илес шайпа, тепри - ĕҫ туртăмĕпе виҫҫĕмĕшĕ спорта явăҫассипе малта тăрать. Кашнийĕ хăйне килĕшекеннине туптăрах. Кирек ăҫта явăҫсан та пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма пĕлни паха, - тет директорăн воспитани енĕпе ĕҫлекен ҫумě А. Раевский.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)