Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАСА ЧИРКÿШĕН ПАНĂ ПУРНĂç

03 ноября 2012 г.

Шупашкар хула администрацийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Трактор тăвакансен урамĕнче çветтуй Герман ячĕллĕ чиркÿ тума пикеннĕ. Шупашкар тата Чăваш Республикин митрополит Варнава пиллĕхĕпе чиркÿ настоятелĕ пулма пирĕн район чăвашне – Петр Федоров протоиерея çирĕплетнĕ.

Чиркÿ çулĕпе

Раççей çĕрĕнче мухтава тухнă святойсем хушшинче Чăн Турăшăн хĕсĕр-ленĕ саманара хĕн-хурпа асап тÿссе вилнĕ Герман епископ ячĕ те хисеплĕ вырăн йышăнать.

Таса пурăнăçлă Герман (Григорий Афанасьевич Кокель), чăвашран тухнă пĕрремĕш профессиллĕ художникăн А.А. Кокель профессорăн шăллĕ, Турхан ялĕнче 1883 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк, Григорий Кокель, И.Я. Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренме пуçлать, хăйĕн пĕлĕвне тата тавра курăмне пуянлатса, ăнăçлă вĕренсе тухать, учитель ятне илет. Вара Патăрьел шкулĕнче ачасене вĕрентет. Анчах та чиркÿ çынни пулас ĕмĕтпе каллех Чĕмпĕр хулине çул тытать, православи тĕн семинарине вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра вăл И.Я. Яковлева тĕн кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшать. Семинари пĕтерсен, малтан Каçал тăрăхĕнчи Шурут ялĕнче, каярахпа Патăрьел чиркĕвĕнче псаломщик-регент пулса ĕçлет. Кунта вăл Ирина Егоровна Спинова учительницăпа пĕрлешсе çемье çавăрать.

1907 çулта Григорий Хусанти тĕн академийĕ çумĕнче уçăлнă миссионерсен икĕ çуллăх курсне вĕренме кĕрет. Н. Никольский профессор сĕннипе, каникул вăхăтĕнче Пăва уесĕнчи Патăрьел вулăсĕнче пурăнакан чăвашсен пурнăçне, йăли-йĕркине тĕпчесе этнографи материалĕсем пухать, чăваш халăх юррисене пухса кĕнеке хатĕрлет.

Григорий атте – чиркÿ священникĕ

Вĕренÿ вĕçленсен, 1909 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче, Чĕмпĕр архиепископĕ Иаков 26 çулхи Григорие священник ятне парать. Вара вăл виçĕ çула яхăн Тăрăн чиркĕвĕн настоятелĕ пулса ĕçлет. Каярахпа чăваш çĕрĕнчи урăх чиркÿсенче хăйĕн ĕçне малалла тăсать.

Священник пулса юлашкинчен Григорий атте Аслă Çĕрпÿелĕнчи чиркÿре тăрăшать. Чиркÿ прихучĕн шкулĕнче ачасене хăйĕн мăшăрĕпе пĕрле Турă саккунне, музыка тата нимĕç чĕлхи вĕрентет. Чиркÿ çумĕнче псаломщиксен шкулне йĕркелет. Вырăс православи культури урлă хут пĕлмен чăвашсене Христос тĕнĕпе çутăлтарса, вĕсене киремет тĕнĕнчен хăтăлса çитме пулăшать.

Пăлхавлă самана

Йывăр вăхăтсем килсе çапаççĕ. Революци пăлхавĕ çĕр-шыв пурнăçне тепĕр майлă çавăрса ярать. Раççейре хĕрлĕ террор алхасма тытăнать. Чиркÿсене çаратса тустармалли, Турра ĕненекенсене хĕсĕрлемелли, чиркÿ çыннисене пĕтермелли хăрушă тапхăр пуçланать.

1917 çулхи декабрь уйăхĕнче суя элек тăрăх вырăнти çĕнĕ влаç çыннисем Григорий аттене персе пăрахма хăтланаççĕ, анчах та ялти халăх айăпсăр священнике хăй хÿттине илсе, ăна ирĕке кăларать. Турăсăр влаç çыннисем çамрăк священнике чиркÿ ĕçне пăрахма, духовенство шутĕнчен тухма хистеççĕ. Ăна лайăх ĕç, хваттер сĕнеççĕ. Анчах вăл çавăнпа килĕшмест. Çĕр çинчи ырлăхшăн мар, Турă ячĕшĕн ĕçлесе пурăнма панă сăмаха улăштармасть. Унăн мăшăрĕ большевиксен влаçĕ хĕсĕрленине чăтаймасăр 1920 çулта чирлесе вилет.

Герман Кокель – чăваш епископĕ

1921 çулта Григорий Кокель Петербургри Богослови институтне вĕренме кĕрет. Çав вăхăтра вăл Хусанта хăйне вĕрентнĕ Н.В. Никольский профессор патне çыру ярать. Унта вăл Чăваш епархине уçас ыйтăва çĕклет. Шупашкарта чăваш архиерейĕн кафедрине уçма сĕнет.

1924 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухнă Григорий (монах уставĕпе çĕнĕ ят илнĕ Герман) аттене пĕтĕм Раççей патриархĕ Тихон епископ санне (званине) парать, Чĕмпĕр епархийĕн чăваш çĕрĕнчи чиркĕвĕсене пăхса тăракан Йĕпреçри архиерейĕ туса хурать.

Раскольник – обновленецсем. Революци панă ирĕклĕхпе тата анархилле йĕркесĕрлĕхпе усă курса, христианство вĕрен-тĕвĕн тата чиркÿ уставĕн йĕркисене пăсса пурăнма тытăннă. Массонсем илĕртнипе нумай чиркÿсене хăйсен аллине ярса илнĕ. Вĕсем Герман епископ-контрреволюционер, халăха пăлхатать, ăна тĕрмене хупмалла, тесе çăхавсем çырма пуçланă. Çакăн хыççăн ОГПУ органĕсем Улатăрпа Чăваш çĕрĕн епископне Германа çĕр варринче пĕр вĕçĕмсĕр допроса чĕн-терсе, хваттерĕнче ухтарусем туса хăшкăлтараççĕ. Çапах та ăна айăплама сăлтав тупаймаççĕ-ха.

Хĕн-хурпа асап витĕр

1925 çулхи август уйăхĕнче Герман епископа Улатăр хулинчен тухса çÿреме чарни çинчен алă пустараççĕ. Ун хыççăн арестлесе Чĕмпĕр хулине, кайран Шупашкара ăсатаççĕ. 3 уйăхран тепĕр хут алă пустарса ирĕке кăлараççĕ, анчах тухса çÿреме чараççĕ.

1931-32 çулсенче ăна каллех айăплаççĕ те персе пăрахма приговор йышăнаççĕ. Тăвансем, каçарма ыйтса, ЦИК председателĕ М.И. Калинин патне хут çитереççĕ. Герман Кокель иккĕмĕш хут вилĕмрен çăлăнса юлать.

1933 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Герман епископа татах арестлеççĕ те суд туса Амур облаçĕнчи Свободный ятлă хула тĕрмине 10 çуллăха тĕрмене хупаççĕ.

1937 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче совет влаçĕ 20 çул тултарнă тĕле ăна халăх тăшманĕ тесе персе пăрахаççĕ. Халĕ çак кун чиркÿ календарĕ тăрăх ăна святойсемпе пĕрле чиркÿре асăнмалли кун пулса тăчĕ.

Унăн таса ячĕ вилĕмсĕр

1990 çулхи августăн 7-мĕшĕнче Герман Кокель епископăн таса ятне каялла таврăнă.

2001 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Вырăс православи чиркĕвĕн Священнăй Синочĕ Улатăрпа Чăваш çĕрĕн епископне Германа канонизаци турĕ – Раççейре чăн тĕншĕн хĕн-хурпа асап тÿссе вилнĕ çĕнĕ святойсем шутне кĕртрĕ.

Герман епископ политика ĕçĕшĕн мар, чăн тĕн тасалăхне, православи чиркĕвĕпе унăн вĕрентĕвне упраса хăварассишĕн асап тÿссе вилнĕ. Нумай вĕреннĕ, тарăн пĕлÿллĕ, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă эрудит, çичĕ чĕлхе пĕлнĕ пултаруллă оратор, православи чăнлăхне тарăн пĕлнĕ богослов, этнограф, историк, ывăна пĕлми ĕçленĕ праповедник-миссионер, уçă кăмăллă, çивчĕ ăслă, чунпа та, сăнпа та илемлĕ çын, Турра пĕтĕм чĕререн юратса парăннăскер, Христос чиркĕвĕн чăн-чăн кĕтÿçи пулса, чăн тĕне ĕненекенсене хăй патне магнит пек туртнă.

Унăн пурнăçĕ – чăн тĕнпе пурăнакан халăхшăн, пулас ăрусене вĕрентсе ÿстермелли ырă тĕслĕх.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика