Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурнăçăм шкулта иртет»

07 ноября 2012 г.

«Пурнăçăм шкулта иртет»

тет Турханти вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Т. Раевская. Чăнах та çапла. Маларах хăй çакăнта вĕренсе алла аттестат илнĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿллĕ пулнă. Дипломлă специалиста вăл вăхăтри В. Гусев шкул директорĕ аякка яма тăрăшман. Татьяна Петровна вĕреннĕ тапхăрти практикисене хăйне пĕлÿ панă педагогсен хушшинчех ирттернĕ-çке. Хĕрачан тăрăшулăхне, ĕç патне çыпăçнине тимлĕн сăнанă аслисем. Университет ректорĕ патне ыйтупа тухса тăван шкул выпускникне ялах тавăрнă.

29-мĕш вĕрентÿ çулне пуçларĕ Т. Раевская. Çичĕ выпуск кăларчĕ учительница. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 24 ача кĕçĕн класран уйрăлчĕ.

– Кăçал пĕрремĕшне тăххăрăн килчĕç. Кун пек сахал ачаллă класс халиччен пулман. Садик хыççăн шкул сумккине çакнăскерсем тавçăруллă, пултаруллă, правур, хастар. Рисовани урокĕнче кĕрхи вăрмана ÿкерме ыйтрăм. Епле хитре кăларнă вĕсем ăна. Маларах унта экскурсие те тухнăччĕ. Тавралăха сăнама пĕлни, тĕссемпе пĕлсе усă курни тавра курăма анлăлатма та пулăшать ĕнтĕ, – тет Татьяна Петровна урок вĕçленни çинчен шăнкăрав янăранă хыççăн ачасене урама уçăлма тухма сĕнсе.

Пĕри те тепри коридора васкамарĕ вĕренекенсенчен. О. Кокель аслă вожатăй сăвă вулакансен конкурсĕ пуласси çинчен маларах асăрхаттарса хунине шута илчĕ. Кÿршĕ класа каçиччен килĕсенче мĕн вĕреннине тепĕр хут пăхса тухрĕ. Кирек хăшĕн те мала тухас килет-çке.

Пĕр вăхăт класра шăплăх хуçаланчĕ. Татьяна Петровна манпа шăкăл-шăкăл калаçса иртнĕ ĕç кунне пĕтĕмлетрĕ.

– Ĕç çулран-çул ансатланса пырать халĕ. Чăваш азбукипех, акă, диск çинче хатĕр уроксем пур. Кашни сас паллине мĕнле каламаллине, ăна тепринпе еплерех сасăпа сыпăнтарса вуламаллине тимлĕн итлемелле çеç. Компьютер ĕçе çăмăллăх кÿретех,–тет учительница. Малалла Т. Раевская уроксен планĕпе паллаштарчĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тытакан çыхăну çинче чарăнса тăчĕ .

Калаçуран Татьяна Петровна урокăн кашни минучĕпе туллин усă курма, вĕренекенсен сăмах запасне пуянлатса пыма, вăй çитнĕ таран вĕсене ĕçлеттерме тăрăшни курăнчĕ. Вăл вĕрентÿ ĕçĕн тĕрлĕ тĕсне – ачасен активлăхне, творчество шыравне ÿстерекен меслетсемпе пĕрлештерсе урок шăнăрне çирĕплетме пĕлет. Опытлă учительницăн урокĕнче яланах психологи тĕлĕшĕнчен лайăх лару-тăру хуçаланать.

Яваплăхпа, тăрăшулăхпа, хăйĕнчен çирĕп ыйтма пĕлнипе палăрса тăрать Т. Раевская. Çак енсене вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕнчен, Мария Ивановна Куприяноваранах илсе юлнă пулас. Педагогикăри çĕнĕлĕхсене çăмăллăнах парăнтарса пыни, хăйĕн професси шайне яланах ÿстерсе пыма тăрăшни Татьяна Петровнăна пурнăç хăвăртлăхĕпе утма вăй-хал парса тăраççĕ. Маларахри çулсенче учительница пĕр тăван аппăшĕсемпе йăмăкĕсене, пиччĕшĕсемпе шăллĕсене те умлăн-хыçлăн вĕрентнĕ. Халĕ шкулти чăваш чĕлхипе литературин учительне Л. Осипована пуçламăш пĕлĕвĕсене шăпах Т. Раевская панă.

– Лариса Васильевна отличницăччĕ. Хĕрĕ Валерия та амăшĕнчен юлмарĕ. Лайăх пĕлÿпе палăрчĕ. О. Кокель вожатăйпа Анат Туçана качча тухнă О. Перепелкина (ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ) каллех ачаранах палăрчĕç. Вăхăт сисĕнмесĕр иртет çав. Маларахри выпускра кăларнă ачасен ачисене вĕрентетĕп халĕ, – тет Татьяна Петровна.

Кĕçĕн классене тăватă учительница пĕлÿ парать: Н. Антонова, Н. Косойкина, И. Лещева. Пĕр-пĕринпе килĕшÿре пулни урок хыççăнхи мероприятисене тĕллевлĕ йĕркелеме пулăшать. Конкурс ирттереççĕ-и, хаваслă стартсем йĕркелеççĕ-и – ачасен ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ.

Шкул алăкне уçса кĕрекен ача – пĕчĕк çын. Ăна пысăк ÿстерес тесен нумай вăй хумалла. Çакна пĕлетех Т. Раевская. Ахальтен мар вĕсене хăйсен пĕчĕк çĕр-шывĕпе паллаштарнинченех ĕçе пуçăнать. Пĕрремĕшсемпе учительница ялти больницăра, паркра, юхан шыв хĕрринче, культура çуртĕнче, ача садĕнче, ытти çĕрте экскурсинче те пулнă. Çитĕнекен ăру урокра çеç мар, ун хыççăнхи вăхăта усăл-лă ирттертĕр тесе тăрăшать педагог. Ачасене хăйĕнчен илмелли тĕслĕхĕ те пур. Татьяна Петровна обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма юратать. Шкул вăхăтĕнчех вăл комсомол, аслă шкулта вĕреннĕ чухне профсоюз организацийĕсен ертÿçи пулнă. Пропагандист тивĕçĕсене пурнăçланă. Хĕрарăмсен совечĕн председательне те суйланă ăна. Мăшăрĕпе – Александр Сергеевичпа хăйĕнпе пĕр тăван Ольга Петровна вырăс чĕлхи учительнииципе пĕр коллективра ĕçлени те нумай çăмăллăх кÿрет педагога. Ĕç ăнăçлăхĕнче амăшĕн тивĕçлĕ пулăшăвне те курать Татьяна Петровна. Çаксем пурте пĕр ырă тĕвве пĕрлешсе ĕçĕн паха çимĕçне çитĕнтерме пулăшаççĕ те ĕнтĕ.

Чапшăн çунмасть аслă категориллĕ учитель. Республикăри Вĕрентÿ министерствинчен илнĕ хисеп грамоти таранчченех пур унăн. Вĕрентекенсен çитĕнĕвĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕн хисепĕ темрен те паха вара уншăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика