Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă ялăм, Хурама Твар!

27 октября 2012 г.

Савнă ялăм, Хурама Твар!

Çыннусем ĕçчен теп ит хастар Район центрĕнчен аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсенче час-часах пулаймастпăр, вĕсен таса та сиплĕ сывлăшĕпе киленейместпĕр. Хальхинче иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче хура вăрман варринчи юмахри евĕр асамлă вырăна суйласа илсе Хурама Твар ялне никĕслесе яракан паттăрсем тата паян кунта пурнăçа çĕмĕрттерекен матурсем пирки шăрçалама вăхăт çитрĕ. Çулĕсем шултăраланса пыракан çĕр çынран кăштах ытларах халăхлă поселок хунаса çак шая çитни пирки хаçат тусĕсене паллаштарăпăр. Чылайăшне унăн ячĕ-шывĕ те кăсăклантарĕ. ВăлХурамапа” “Тăварсăмахсем пĕрлешнипе пулса кайнă е урăхла сăлтавпа-ши;

Çыннисем кунта чăнласах та алă усса ларакансен ушкăнĕнчен мар: ĕçчен те хастар. Вĕсен йăх-несĕлĕсем те çаплах пулнă-тăр. 1926 çулта Турхан тата ун таврашĕнчи Çĕньял, Анат Тăрмăш, Çăл Атăк ялĕсенчи хăюллă та чăрсăр çемьесем аслă уçланка куçса килсе пилĕк пучинке йĕркеленĕ: Аслă Октябрь (Турхантан тата Çăл Атăкран 13 хуçалăх), Калинин (Пăлаçи Атăк), Лукьянов (Çĕньял), Сибиряков (Николай Терентьевич Сибиряковăн виçĕ çемйи, Анисимовсем çиччĕн), Поляков (Иван Афанасьевич Поляков тата Никифор Харитонович Чурбанов çемйисем). Малтанхи иккĕшĕ ăçтан тухнă пирки ытлашши пуç ватмалла мар. Юлашки виççĕшне вара çемье пу-çĕсене хисеплесе хунă. Вĕр-çĕнĕ ял канашне ни-мĕнпе çыхăнтармасăрах “Хурама Твар” тесе ят панă. Вăхăт иртнĕçемĕн хушаматсем çухалса пынă, тĕп ял-поселок вара ку таранчченех хăйĕн сĕмне упрать.

Поселока вăхăтĕнче малашлăхсăр ял шутне кĕртнĕ пулсан та, халăх çăтмахри хăтлăха шыраса тарса-саланса, урăх çĕре куçса пĕтмен. Ыттисем пекех ачи-пăчине те çуратнă, аки-сухине те тунă, вăрманта ырми-канми тăрăшнă... Сăмах май каласан, хура та йăрăс пÿллĕ хĕрсем Хурама Тварта çеç çитĕнеççĕ-мĕн. Эппин, куçăра ан хупăр, каччăсем! Анчах шел, паян кунта Нарсписемпе Сетнерсем шутлă çеç. Турханти вăтам шкула куллен тăхăр ача кăна автобуспа çула тухать: 9-11 тата 5-мĕш классенче икшер, çиччĕмĕшĕнче пĕр вĕренекен.

Темиçе çул каялла çеç поселок халăхĕ те, вĕренекенсем те вунă çухрăмра вырнаçнă ял тăрăхĕн центрне çанталăка пăхмасăр сакăлталлă вăрман çулĕпе çуран танкканă. Сăмахран, В. Давыдова пенсионерка-почтальонка вăхăтĕнче çак сукмака 22 çул такăрлатнă. Хул пуççи урлă пысăк хутаç çакнă çын пушă алăпа çÿременни паллă. Ун чухне районта тухса тăракан “Авангард” хаçата çеç килĕрен тенĕ евĕр çырăннă. Унсăр пуçне ытти хаçат-журналĕ мĕн чухлĕ тата! Хул пуççие ыраттармалăх пур. Апла пулин те вăл пысăк чăтăмлăх çитерсе тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă. Шутласа пăхнă тăрăх, Валентина Николаевна çак тапхăрта Мускав хулине 14 хутчен кайса килмелĕх утнă-мĕн! Калама кăна вĕт! Халĕ вара, чăнах та, ял халăхĕн хĕпĕртемелĕх пур. Поселока çатма пек тикĕс çул çыхăнтарать. “Кăвак çулăмĕ” те ял тăрăхĕнче чăн малтан Хурама Тварсене савăнтарнă. Унчченхи мĕскĕнлĕх тахçанах сĕвĕрĕлнĕ темелле. Ялĕ пĕчĕк пулин те кунта культура вучахĕ нихăçан та сÿнмен, çăкăр-тăвар туянма лавкка, чир-чĕртен асăрханса тăма фельдшерпа акушер пункчĕ пур.

Хăйсем хушшинче паян “Турхан”, “Анат Тăрмăш”, “Çĕньял” ятсемпе чĕнекен кассем уйрăм ял пекех кашнийĕ ăрасна вырнаçнă. Пĕрремĕш килекен çын вĕсене çапла тесе шутламах пултарĕ. Эпир паллашнă урам чăн малтанах пире хăйĕн тирпейлĕхĕпе тыткăна илчĕ. Вак чул сарса хытарнă çулăн икĕ айккипе те кăтра çерем ешерет. Хăть те выртса йăвалан! Кас илемне кÿрекен хĕп-хĕрлĕ палансем çырлисене йăтса лараймаççĕ. Йÿçĕ пулсан та ăна çупкамĕпе çăвара илес килет. Тĕлĕнмелли татах куçа тирĕнчĕ. Никам çурчĕ умĕнче те пĕр вутă пуленки, хăма татки, хăйăр купи тата ытти те сапаланса выртмасть. Эпир пынă вăхăтра йышлă çемьере çитĕнсе халĕ хулара пурăнакан Сулагаевсен пĕр ывăлĕ платниксене ĕçлеттеретчĕ. Вĕсем строительство материалĕсемсĕрех пысăк нимене тытăннă тейĕн. Мĕн пур ĕç хатĕрĕсем умĕнчи пахчара упранаççĕ. Акă ăçта илсе килсе кăтартмалла урамсенче тирпей-илем тăвас пирки хăш-пĕр ял пуçлăхĕсене! Ан тив, пĕчĕк ялтан пысăк тĕслĕх илччĕр. Çапах та вăрман çывăхĕнчи аякри ял халăхĕн культури ăçтан амаланать-ши; Кун пирки пирĕн уйрăм сăмах пулĕ.

Çапла хаклас килет чăн малтанах ял хăтлăхĕшĕн, культуришĕн яваплă çынна. Вăхăтĕнче шĕвĕр янахĕ тавра çăра мăйăх ÿстерсе пăхнă хастара çывăх пĕлĕшсем унăн ырă кăмăллăхне хак парса “Терентий атте” тесе те шÿтленĕ. (Паян ялта чăнах та кĕреçе сухалĕпе мухтанакан пĕр мучи те çук.) Халĕ вара чылайăшĕ ăна Терентий Андреевич тесе хисеплет. Утмăла капашакан арçын чăнласах та вашават та тарават, пултаруллă та хастар чăваш, ял халăхĕшĕн чунне парса ĕçлет. Хăйĕн ырă та пархатарлă енĕсене вăл çамрăкранах туптанă. Хĕсметрен таврăнсанах ăна Турханти культура çурчĕн лавне шанса панă. Юрра-кĕвве ăста каччă ун чухнех шанăçа тÿрре кăларнă. 13 çул хушшинче культура вучахĕ самаях çуттăн çунма пуçланă. Районти кирек мĕнле мероприятинче те Турхансен йышлă хорĕ куракансемшĕн кĕтнĕ коллектив пулнă. 1990 çултанпа Т. Давыдова ялти клуб пуçлăхне çирĕплетнĕ. Унтанпа та 22 çул çитет ĕнтĕ. Культура ĕçченĕ клуб алăкĕн çăрине уçса хупнишĕн çеç шалу илме хăнăхман (районта кун пеккисем те пайтах). Вăл тăтăшах мероприятисем йĕркелет. Иртнĕ çулхи Иленре (çак куна хăйсем суйласа илнĕ) вĕсем виççĕмĕш хут ял уявне пысăк хастарлăхпа ирттерсе янă. Ăна вĕсем кашни пилĕк çулта пĕрре йĕркелеме йышăннă. Кунта каллех вăлтине шыва яраканĕ – Терентий Андреевич. Хăйĕн тĕп ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пынисĕр пуçне вăл мĕн çамрăкранпах хастар общественник. Çакна унăн ки-лĕнче упранакан Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Пултаруллă ял старости кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Çавăнпа та ял тирпей-илемĕ шăпах унăн ячĕпе, хисепĕпе çыхăннă. Кун пек хастар районта та сахал-тăр. Ăна йышăнмаллах. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял халăхĕ умлă-хыçлă темиçе созыв ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма шанать. Çак чыса çемье пуçлăхĕ вăтăр çул ытла çÿлте тытать.

Вăр-вар та çăмăл ар-çынна районти спорт мероприятийĕсенче те чылайăшĕ асăрхама пултарнă. Кăçал спорт ветеранĕ Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ марафонра 21 çухрăма ăнăçлах чупса тухнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ял старостипе калаçнă май, вăл нихăçан та ĕмĕтрен татăлманнине, вăйран катăлманнине туйрăм. Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăннă арçын иртнĕ кунсене те чун ыратмалла аса илмест.

– Ĕлĕкхи ял илемĕ куç умĕнчех. Уй хапхинчен пĕр 300 метрта Чиперçырма шывĕ шăнкăртататчĕ. Унăн вăйĕпе шыв арманĕ ĕçлетчĕ. Ăна 1966 çулта тем сăлтавпа сÿтрĕç. Хуçалăх ĕçне Петр Кудряшов йĕркелесе пыратчĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Ял çыннисем ĕнесене кÿлсе çăнăх авăртма çÿретчĕç. Тавра ялсенчен те килнĕ. Çав çырмарах валак пурччĕ. Унта вара эпир кустăрма айĕнчен пулă тыта-тыта савăннă.

Пуçран тухман тепĕр ÿкерчĕк – 1964 çулта яла Ильич лампи çитни. Чĕпкуç хыççăн çутта тухнăнах туйăнатчĕ пире, лампочкăна алăпа тытса пăхас килетчĕ... – хавхаланса каласа парать вăл.

Малалла Чĕмпĕртен краççын турттарнисене, 12 çухрăмра вырнаçнă Карапай Шăмăршăран вăрман витĕр лашасемпе пăчкă кĕрпи илме çÿренисене куç умне кăларчĕ. Çак ялсем ытларах хăйсен ыйтăвĕсемпе вăтăр çухрăмра ларакан Патăрьелне мар, Шăмăршалла çÿренĕ иккен.

“Пирĕн ял вăл – пысăк ял, унта – виçĕ пĕчĕк ял”,– шÿтлеççĕ Хурама Тварсем. Паянлăха кунта пасар тумалăх та, урам çĕнетмелĕх те çыннисем пур-ха. Район центрĕнчен 30 çухрăмра тĕпленнĕ ялăн ăраскалĕ малашне те синкерлĕ ан пултăрах. Пурăнтăр, Хурама Твар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика