Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ

03 октября 2012 г.

Ÿссен кам пуласси кирек кама та ачаранах хумхантарать. Л. Осипова вара мĕн пĕчĕкренех хăйĕн вĕрентекенĕсене пăхса ăмсаннă. Учитель пуласси ăна çамрăкранах асне кĕнĕ. Ĕмĕте пурнăçлас тесен аслă пĕлÿ те илмелле-çке. 2000 çулта Лариса Васильевна чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне илсе Турханти вăтам шкулта ĕçе пуçăннă.

Пĕрремĕш категориллĕ педагог юратнă ĕçĕнче иккĕмĕш теçетке çул вăй хурать. Уроксенче Л. Осипова çĕнĕ методикăпа, хальхи технологипе усă курса вĕрентме тăрăшать.

Ачасене тăван чĕлхене аннене юратнă пек юратма вĕрентнине, йăх-несĕл йăли-йĕркине малалла тытса пыма хăнăхтарнине хăйĕн ĕçĕнче Лариса Васильевна чи кирли тесе шутлать .

Чун апачĕ çинчен те манмасть вăл. Тĕрлĕ литература вуласах тăрать. Хитре чечексем ÿстерме юратать. Вăл ĕçлекен кабинет районта çулсеренех чи лайăххи ята тивĕçет. Мăшăрĕпе Лариса Васильевна хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсене те çамрăкранах ĕçе явăçтараççĕ. Çемье çулла çырла садĕнчен пасăк тухăç илет.

Педагог пушă вăхăта та туллин усă курма пĕлет: сăвăсем çырать, юрă кĕвĕлет, сывлăхне спортпа çирĕплетет.

Хăйĕн ăсталăхне ÿстерес тесе Лариса Васильевна район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Вĕренекенĕсем те педагогран юлмаççĕ, тĕслĕх илеççĕ. Иртнĕ çул вĕрентĕве педагогика технологийĕсене тĕллевлĕ ĕçе кĕртес енĕпе те палăрчĕ Л. Осипова. Районти “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурсра çĕнтерчĕ, чи лайăх сценари авторĕ пулчĕ. Ĕçе чунне парса пурнăçланăшăн Л. Осипова нумай хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕрентÿ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр район шайĕнче йĕркеленĕ “Чи лайăх çамрăк специалист” конкурса хутшăнса “Чи лайăх учитель” ята çĕнсе илни те çакнах çи-рĕплетет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика