12 сентября 2012 г.
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнче район администраци пуçлăхĕн тата районта тухса тăракан “Авангард” хаçат призĕсемшĕн эстафетăра чупса ăмăрту иртрĕ. Çанталăк шăпах çак кун валли хĕвелне упранă тейĕн: ирпе ирех вăл спорта юратакансене старта тăма чĕнсе кăмăллăн çутатрĕ. “Паттăр” стадиона пурĕ пин ытла çын пуçтарăнчĕ, 143 команда хутшăнчĕ.
Мероприяти пуçланиччен районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисене юрăсемпе савăнтарчĕç. 10.30 сехетре “Паттăр” спорт шкулăн директорĕ А. Краснов старта тăма хатĕррине пĕлтерсе рапортланă хыççăн спортсменсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков тата “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ С. Перепелкин саламларĕç, ăнăçупа çĕнтерÿ сунчĕç.
Старта малтан райадминистрацин ĕçченĕсем тухрĕç. Вĕсем виçĕ команда тăратнă. Ача садне çÿрекен ăмăртăвне хумханмасăр пăхма май та пулмарĕ. Кашни куракан вĕсемпе пĕрле юнашар чупма хатĕрччĕ-тĕр. Çитĕнекен ăру пĕр нăйкăшмасăр палăртнă дистанцие “парăнтарчĕ”. Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи “Василек”, иккĕмĕшне – “Центральный”, виççĕмĕшне “Солнышко” садике каякансем тухрĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсем 200 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Пурĕ 15 команда хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ команди те призлă пулчĕç.
Çемьесем хушшинчи ăмăртăва та пăхса тăма кăмăллă. Кăçал тăватă çемье (пĕлтĕр иккĕ çеçчĕ) старта тăчĕ. Ачисем амăшĕсене, вĕсем вара мăшăрĕсене эстафета патаккисене пачĕç. Пĕр-пĕрне хавхалантарса тăни, юлташĕсене хăваласа çитейменнипе пĕчĕкскерсем куççуль кăларни – пурте уява илем çеç кÿчĕç. Кашни çулах вăй виçекен Ситовсем пĕрремĕш тухрĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем ăнăçлă чупрĕç, вĕсем финиша 8 минут та 57 çеккунтра кĕчĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансенчен чи пысăк команда хĕрарăмсен (28!) пулчĕ. Кунта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсене çитекен пулмарĕ.
Хĕрарăмсем хыççăнах старта арçынсем тăчĕç. Вĕсем спортпа чăннипех те туслине куракансем те курса ĕненчĕç: пăлансем пекех хытă чупрĕç. Призлă вырăнсене “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче, 26-мĕш пушар чаçĕнче, шалти ĕçсен пайĕнче тимлекенсем йышăнчĕç.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем те ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Шел пулин те, 19 ял тăрăхĕнчен 12-шĕ çеç старта тăчĕ. Хăшĕ-пĕрне ют работниксене е шкул ачисене явăçтарнăшăн эстафетăран кăларма тиврĕ.
Районти тăватă предприятипе организаци çеç район администраци пуçлăхĕн тата “Авангард” хаçат парнисене илессишĕн ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне налук инспекцийĕ тăратнă команда илчĕ.
Шкулсенче, професси училищинче, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче вĕрентекенсем те хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç.
Ял тăрăхĕсен хутăш командисенчен мала Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Турхан йышăнчĕç.
Ăмăртăва вăтам шкулсенче вĕренекенсем вĕçлерĕç. Чăннипех те ачасемпе мухтанмалăх пур! Вĕсем район, республика чысне те хÿтĕлеççĕ. Кунта та маттурлăхĕсене туллин кăтартрĕç. Анчах спортра вăйли çĕнтерет. Первомайскипе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата пĕрремĕш шкулсенче ăс пухакансем парнесем илме тивĕçрĕç.
Эстафета питĕ кăмăллă иртрĕ. Çакăнта хутшăнакан кашни команда çитес çул уйрăм пĕр пек тум тăхăнсан тата та аванрах пулĕччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)