Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пахи, пĕлтерĕшли - сăмаха тытни

04 августа 2012 г.

Чи пахи, пĕлтерĕшли - сăмаха тытни

       

Çын мĕнле хуçа пулнине унăн хуçалăхĕпе паллашсанах туйса илетĕн.  Енчен кунта тасалăхпа тирпейлĕх, хăтлăх хуçалансан – иккĕленме кирлĕ мар: маттур та хастар, ÿркенмен тата тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ.  Вĕсен ял-йышра ячĕ-сумĕ те пысăк.  Кун пеккисем çÿлтен хушасса кĕтсе лармаççĕ, общество ĕç­хĕлĕнче те пуçарулăх кăтартаççĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе ял ыйтăвĕсене татма ыттисене те хушăнтараççĕ.

Патăръел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн депутатсен – чылайăшĕ çак йышран. Çавăнпах ĕнтĕ  влаç тытăмĕнчисем халăхпа пĕр чĕлхе тупаççĕ, пĕрле канашласа сÿтсе яваççĕ, унтан тин ĕçĕ тытăнаççĕ. Çакă пулăшать те вĕсене ÿсĕм тума.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ И. Данилов депутатсен хальхи корпусĕпе  кăмăллă: “Пĕри те ячĕшĕн суйланнă çын мар. Кашниех тăван кĕтесшĕн  усăллă ĕç тума тăрăшать…»  В. Косойкин, сăмахран, халăх шанăçне икĕ суйлавра тивĕçнĕ. Çивĕч ыйтусене татма  ăсĕ-тăнĕ те, опычĕ те çителĕклĕ.

 – Çĕр çынран пурте тĕрлĕ, кашнийĕнех  хăйĕн ăнланăвĕ, шухăшлавĕ, кăмăлĕ. Халăхпа ĕçлеме, унăн хастарлăхĕпе тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Палах, пĕр урамра е ялта пурăнакансемшĕн хăв ырă тĕслĕх пулмалла, каланă сăмаха тытни, шанăçран тухманни  пĕлтерĕшлĕ.  Турхан ялĕнче çивечленсе çитнĕ ыйтусем çук тейĕттĕм. Çулсене илес тĕк -  вĕсем тирпейлĕ.  Халтерех кăна  Кокель урамĕнчи 250 метр çула йĕркене кĕртрĕмĕр.   Упамсасем те тăрăшуллă, - терĕ депутат.

 Шăрăх, типĕ кунсем  пушар тухас хăрушлăха ÿстерчĕç. Вут-кăвар синкерĕнчен хăтăлас тесен кашни ялтах пĕвесем кирлине лайăх ăнланаççĕ. Çакна тĕпе хурса Турханти Анаткас вĕçĕнчи çырмана çывăх вăхăтрах пĕвелесшĕн.  Хуçалăхăн пушар сÿнтермелли  машина пур.  Анчах  ăна тытса тăма укçа-тенкĕ самаях кирлĕ. Ыйтăва халăхпа килĕшсе татса панă. Кашни çемьерен 300-шер тенкĕ укçа пуçтарнă. Никам та турткаланман. Тенкĕ шеллесе пин тенкĕ çухатма пултарассине кашиех лайăх ăнланать.

 Е.Сергеевапа Л.Тарасова депутатсем – аслăрах ÿсĕмрисем. Çапах та хастарлăхĕ вĕсен иксĕлми. Тури Тăрмăшра культура вучахĕ сÿннине килĕшсе ларман, ял халăхĕпе пуçтарăнса канмашкăн  хăтлă  вырăн йĕркеленĕ. Вĕсем тăрăшнипе хатĕрленĕ проект пурнăçа кĕрсен çывăх вăхăтрах 1200 метр  çул тикĕсленĕ.  96 хуçалăхлă  ял халăхĕн хавалĕ  те, туслăхĕ те пысăк. Çакна  тепĕр тĕслĕх те аван çиреплетет:  сăваплă вырăна – масара - тасатса тирпейлеме  калаçса татăлнă хыççăн пĕтăм ял халăхĕ ĕçе тытăннă…

  Ял тăрăх специалисчĕ хастарсен ячĕсене  нумай асăнчĕ: Л. Вавилов, Ф. Белков,  А. Колесников, С.  Манзуркин… Сергей Николаевич ячĕпе  уйрăм сăмах  нумай пулчĕ.  Унăн тĕп тивĕçĕ те, хушма тивĕçĕ те çителĕклĕ.  Вăл – культурăпа кану центрĕн директорĕ, район  депутачĕ,  предприниматель…. Виçĕ ача ашшĕ  кун йĕркине çирĕп тытса пынăран, вăхăтпа пĕлсе усă курнăран палăртнине яланах çирĕп пурнăçлать.   Хăйĕн техникипе хуçалăха, ял çыннисене  пулăшать.  Хĕлле ял урамĕсене  тасатса тăрассине  хăй  çине илет. Çак тапхăрта  Нăрваш Шăхаль, Шăхач, Аслă Чемен, Первомайскинчи урамсем таса та такăр. Нумай пулмасть  Нăрваш Шăхальти  çурхи шыв-шур сиен кÿнĕ çулсенее юсама техника панă. Çапла, çĕр сум пуличчен çĕр сăвап тăвать С.Манзуркин.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика