28 июля 2012 г.
Ялсенче пурăнакан халăх ĕçлеме юратнине чăн малтанах вăл тытса пыракан хуçалăха кура хакламалла. Енчен те çурт хитре те капăр пулсан, садĕнче, пахчинче, кил-çурт таврашĕнчи лаптăксенче тирпейлĕх хуçалансан, унта хисепе тивĕçлĕ чăн-чăн хуçа пурăнать, унпа кирек мĕнле ĕçе те кар тума пулать. Сăнанă тăрăх чылай чухне вăлах вырăнти общественник.
Турхан ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи халăх суйласа илнĕ çынсем – депутатсем – чылайăшĕ çакнашкал ушкăнтан. Çавăнпах ĕнтĕ вырăнти влаçа тытакансене те ĕçлеме çăмăл. Кирек мĕнле ыйтăва та пĕр чĕлхе тупса татса пама пулать.
Администраци специалисчĕ И. Данилов хăйĕн сахал мар ĕç опытĕнче халăх тарçисен тĕрлĕрен ушкăнĕпе тăрăшнă. Депутатсен хальхи корпусĕпе те кăмăллă. “Вĕсем пĕри те ячĕшĕн суйланнă çынсем мар. Кашниех халăхшăн усăллă ĕç тума тăрăшать”,–хак пачĕ Иван Васильевич. Шаннă хастарсенчен чылайăшĕ хăйсен программипе суйлвçăсем умне пĕрремĕш хут тухман. В. Косойкин, сăмахран, умлă-хыçлă икĕ созывра депутата суйланнă. Маларах та çак тивĕç уншăн ют пулман. Профсоюз комитечĕнче, парти органĕнче, пĕрлех çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕскерĕн халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене татса пама чĕлхи-çăварĕ те, ăсĕ-тăнĕ те, опычĕ те çителĕклĕ.
– Ял çынни нихăçан та хăлăхсăр пулман. Унпа ĕçлеме, ăна тĕрĕс çулпа ертсе пыма пĕлмелле. Хамăр каланă сăмаха тытни, шанăçран тухманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн Турхан ялĕнче, сăмахран, ытла пысăк проблемăсем çук. Çулсем тирпейленсе пыраççĕ. Кăçал, акă, Кокель урамĕнчи 250 метр çула йĕркене кĕртсе тирпейлерĕç. Çакăн пек ĕçех Упамсара та пырать.
Юлашки çулсенчи шăрăх çу кунĕсем пирĕн умма тепĕр çивĕч ыйту кăларса тăратрĕç – вут-кăвартан пулакан инкекрен асăрханма тата ăна парăнтарма кашни ялтах пĕве кирлĕ. Çакна тĕпе хурса Турханти Анаткас вĕçĕнчи юхан шыва çывăх вăхăтрах пĕвелесшĕн.
Хальхи вăхăтра пирĕн хуçалăхăн пушар машини пур. Ку лайăх-ха. Анчах ăна тытса тăма йывăр. Çак ыйтăва халăхпа килĕшсе татса патăмăр. Кашни çемьерен 300шер тенкĕ укçа пуçтарса ăна кирек хăçан та инкек пулнă çĕре тухса кайма хатĕр турăмăр. Никам та хирĕçлемерĕ, турткаланмарĕ. Урăхла каласан, вырăнти халăхпа ăнланса ĕçлесен кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулать, – тет Валерий Косойкин депутат.
Халăх суйланă çынсем хушшинче Е.Сергеевапа Л.Тарасова – çулĕсемпе шултăраланнăскерсем. Апла пулин те вĕсен хастарлăхĕ иксĕлми темелле. Тури Тăрмăшĕнче культура вучахĕ сÿннине пăхмасăрах ял халăхне пухăнса калаçма, канма услови шыраса тупнă: пĕр çуртра вăхăтлăх хăтлăх йĕркеленĕ. Ялта çынсене тепĕр ыйту та пăшăрхантарать. Хатĕрленĕ проект вăя кĕрсен çывăх вăхăтрах 1200 метр тăршшĕ çул тикĕсленĕ. Ял тăрăхне кĕрекен 96 хуçалăхлă халăхăн хавалĕ те, туслăхĕ те пысăк. Çапла пулни вĕсене мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Нумай пулмасть çывăх çыннисем канлĕх тупнă сăваплă вырăна тасатса тирпейлеме харăсах 45-ĕн кар тăнă. Ушкăнра вара яланах вăй. Çакнашкал ĕçсене ытларах “лав” умне тăнă хĕрарăм-депутатсем йĕркелеççĕ.
Пирĕнпе калаçу пуçарнă ял тăрăх специалисчĕ уйрăм хастарсен ячĕсене тата асăнчĕ: Л. Вавилов, Ф. Белков, чи çамрăк депутат А. Колесников тата ытти те. Сергей Николаевич Манзуркин пирки вара уйрăм сăмах пулчĕ. Çак çыннăн тĕп тивĕçĕ те, хушма тивĕçĕ те çителĕклĕ. Вырăнта вăл культура “министрĕ”, культурăпа кану центрĕн директорĕ шутланать. Çав вăхăтрах уйрăм предприниматель те, район Пухăвĕн депутачĕ те. Виçĕ ача ашшĕ хăйĕн кун йĕркине çирĕп тытса пымасан, планланă ĕçсене пурнăçлама та йывăр. Предприниматель-депутат хуçалăха, уйрăм çынсене хăйĕн техникипе нумай пулăшать. Кăчухне ялсенчи çулсене уйрăмах хĕлле тасатса тăрасси проблема. Ку тĕлĕшпе вăл чăнласах та пысăк ĕç тăвать. Администраци территоринчи ялсенчи çулсене пăхса тăнисĕр пуçне вăл тата тăхăр пăнчăна шефа илнĕ: Нăрваш Шăхаль, Шăхач, Аслă Чемен, Первомайски ял тăрăхĕсенчи ялсем. Нумай пулмасть çеç Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр урама çул сарса тикĕслеме пулăшнă. Çурхи шыв-шур çурса янă урамсене те вăлах хăйĕн техникипе усă курса тирпейленĕ. Çапла, çĕр сум пуличчен çĕр сăвап тума тăрăшать С.Манзуркин. Çавăнпах унăн ĕçĕ те кал-кал пырать, çемьери ăнăçу та савăнтарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)