Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турханти вăтам шкулта

25 июля 2012 г.

Çуллахи каникула кайнăранпа икĕ уйăх çитет пулин те Турханти вăтам шкул алăкĕсем яр уçă-ха. Ватă шкулăн аслă кăритурĕсем тăрăх аслисем ĕç хатĕрĕ тытса унталла-кунталла уткалаççĕ. Картишĕнче ачапча шуйхашни те илтĕнсех тăрать...

Куншăн ытла тĕлĕнмелли çук. Шкул директорĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ВДПО тытăмĕнчи строительсен пĕр ушкăнĕ кивелнĕ-çĕрĕшнĕ чÿрече хашакĕсене улăштарать. Вĕсем вара 70-е яхăнах пуçтарăнаççĕ. Пластика кантăксем унчченхисенчен чылай хăтлăрах, ăшша лайăхрах упраççĕ, тасатса тăма те меллĕрех. Асăннă организацин тепĕр бригади вара аслă тата кĕçĕн классен корпусĕсене шыв кĕртет, канализаци майлаштарать. Малашне çуртрах ăшă туалетсем пулаççĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ юсав валли патшалăх икĕ миллион тенкĕ ытла кĕмĕл уйăрнă. Вунă-вун пилĕк çыннăн кулленхи ĕçĕ-хĕлне хуçалăх заведующийĕ Василий Зубов йĕркелесе тăрать.

Ачасем тенĕрен, кăçал шкулта сывлăха çирĕплетмелли лагерь йĕркеленĕ. Виççĕмĕш сменăна (хальхине) пиллĕкмĕш-рен пуçласа тăххăрмĕш классенче вĕренекен 43 ывăлпа хĕр çÿрет. Иртнинче вара утмăл тăваттă таранах килнĕ. Олеся Кокель пионервожатăй ертсе пынипе вĕсем шкул пахчинчи çимĕçсемпе чечек лаптăкĕсене çум курăкран тасатса тăраççĕ, шăрăх кунсенче шыв сапса шанма памаççĕ, территорине тирпей-илем кĕртеççĕ. Галина Петрова, Альбина Карлинова тата Валентина Фомина кашни кун тутлă апат пĕçерсе çитереççĕ.

Сăмах май,Турханти пĕлÿ çурчĕ база шкулĕ шутланать. Унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 285 ача ăс пухнă. Пурĕ вара кунта çичĕ ялтан вĕренме пухăнаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика