21 июля 2012 г.
Мария Митрофановна: “Аттепе анне 50 çул шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннă. “50 çул 50 куна та тăмарĕ”, - тесе йĕретчĕ атте анне вилсен. Вĕсен пĕрлешсенех пĕр тапхăр ача пулман. Виçĕ çул иртсен асаттепе асанне мăшăра уйăрттарасшăн пулнă. “Мĕншĕн уйрăлмалла? Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр-çке. Тата тепĕр çул кĕтер-ха”, - хирĕçленĕ атте. Асанне пур-пĕр лăпланман. Ĕçкĕ-çикĕрен сыпкаласа килсен: “Пар мана пĕр ача”, - тесе урайне тăрăст тапнă тет. “Сана турăран ыйтса илтĕм, çавăнпа Мария ят патăм”, - тетчĕ анне. Вăл уйăх тулнă каç качча кайнă-мĕн, çавăнпа мана 9 çултан кăна çуратнă. Асаттепе асанне вилнине ас тăватăп эпĕ. “Халĕ çурта кам юлнине пĕлетпĕр ĕнтĕ”, - терĕç вĕсем куç хупнă чух. Аттепе аннене, ялти чи хисеплĕ те килĕшÿллĕ мăшăра, Упамсасем туя çамрăксене пиллеме чĕнетчĕç. Аннене юлашки çула çăпата çыхтарса ячĕ вăл. Пĕрне турĕ - кăмăлне каймарĕ пулас. Тепре аврĕ, тарла-тарла ăшталанчĕ, çывăх çыннишĕн çунчĕ. Иккĕмĕшĕ ăнчĕ вара. Аннене аса илсен халĕ те куçĕ шывланать”.
Асăннă ярăмăн черетлĕ хăни - Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан 88 çулти Митрофан Митрофанович Арланов. Ялта ăна Юман тете тесе чĕнеççĕ. Вăл - арçынсенчен чи ватти. Упамсаран Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине çĕр çирĕм улттăн кайнă. 73-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Киле таврăннă 53 çынран халĕ Юман тете кăна юлнă.
“... Эс пуринчен те тĕпе юлтăн -
Ялти пĕртен-пĕр фронтовик.
Юман пек паттăр курăнатăн -
Мĕн-ма пулмасть-ши ĕмĕр ик”, - çырнă Георгий Васильев Митрофан Арланов пирки. Сăпайлă, çав вăхăтрах шÿте юратакан Юман тете “Хыпар” тусĕ те. Пирĕн хаçата вăл ултă теçетке çула яхăн çырăнса илет. Вăрман çынни хăйне евĕрлĕ пулнипе те палăрать. Калаçăва эпир вăрçă çулĕсене аса илнинчен пуçларăмăр.
- Упамсари 4 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн пĕр çул Турханти пĕлÿ çуртĕнче вĕрентĕм. Унтан аттепе вăрманта йывăç кăмрăкĕ кăларнă çĕрте ĕçлерĕм. Кирпĕчрен виçĕ метр çурă тарăнăш вучах ăсталаттăмăр. Унта 4-5 лав вутă турттарса вырнаçтараттăмăр. Унтан ăна çĕрпе хуплаттăмăр та /çулăмпа ан çунтăр тесе/ чĕртсе яраттăмăр... Ачаран вăрманçă пулма ĕмĕтленнĕ эпĕ, - тет Митрофан Митрофанович. - 1942 çулта мана вăрçа илсе кайрĕç. Минометчик пулнă эпĕ. Смоленск патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Икĕ хутчен аманнă. Ура та, алă та сусăрланнă. Икĕ ордена, нумай медале тивĕçнĕ. 1944 çулта мана, аманнă салтака, киле ячĕç.
- Вăрçăри уйрăмах асра юлнă самант...
- Юр айĕнче çывăрни те час-часах пулнă. Апат илсе килсен чавса кăларатчĕç вара. Эпĕ окопа яланах тарăнрах чаваттăм. Хăшĕсем ÿркенетчĕç те - вилетчĕç. Эпĕ вăрçă хирĕнче тутарсемпе тутарлах калаçаттăм. Эх, хĕпĕртетчĕç вара. Вăрçăччен манăн аппасемпе йăмăксем вăрмантан витри-витрипе хура çырла татса килетчĕç. Эпир пылак çимĕçе аттепе Шăнкăртама сутма каяттăмăр. Тутар хĕрĕсемпе сутлашса çапла вĕсен чĕлхине вĕреннĕччĕ.
- Киле таврăнсан тÿрех вăрмана кайрăр пулĕ?
- Çук, колхозра кладовщикре, каярах бухгалтерта вăй хутăм. Шут ĕçне ниçта вĕренмесĕр, нимĕнле курса каймасăрах пултарнă эпĕ. Чылай çул ĕçленĕ хыççăн ăсталăхăма хĕрĕме Марийăна вĕрентрĕм. Эпĕ Госстраха куçсан манăн вырăна вăл йышăнчĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрăм.
- Калăр-ха, сире мĕншĕн Юман ят панă?
- Пирĕн çемьере арçын ачасем çуралсанах вилсе пынă, вара мана анне Юман тенĕ. Аппасемпе йăмăксен хушшинче пĕр арçын ача çитĕнтĕм вара. Упамсара Юмансем тата та пулнă. Халĕ эпĕ кăна юлнă ĕнтĕ. Ялта мана пурте Юман тете теççĕ. Уншăн питĕ хĕпĕртетĕп.
- Сире мăшăрăр мĕнле чĕнетчĕ?
- Ман Юманăм тетчĕ Нятуçăм. Эпир унпа, Надежда Алексеевнăпа, 1946 çулта пĕрлешрĕмĕр. Фермăра ĕçлетчĕ вăл. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. 17 çул пĕччен пурăнатăп. Тăватă ача - Мария, Лидия, Галина, Геннадий - ÿстернĕ эпир. Виççĕшĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Асли, Мария, Упамсанах качча тухнă. Ман патăма кашни кунах килсе каять. Пуян эпĕ: 11 мăнук, мăнукăн ачи - 8.
- Митрофан ят сайра тĕл пулать. Мăнукăрсене сирĕн ята хуман-и?
- Хальлĕхе мана пĕлтермен-ха /кулать!/... Аттен тетĕшĕ те Митрофан пулнă.
- Ят çын пурнăçне пысăк витĕм кÿрет тени тĕрĕсех-тĕр. Эсир, ав, юман пекех çирĕп.
- Чăнах та çапла-и? Хама аван туятăп. Куç курать, хăлха илтет. Турра шĕкĕр, чир-чĕр аптăратмасть. Юман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулатăп пулĕ тетĕп. Йăхра та нумай пурăнакансем пур. Кĕçĕн Чемене качча тухнă Аксения аппа халĕ 93 çулта. Чиперех çÿрекелет. Тепĕр аппа, Евдокия, тăхăр вунна çитсен çĕре кĕчĕ. Эпĕ вара çĕр çула парăнтарас шухăшлă.
- Митрофан Митрофанович, вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен мĕнле пурăнмалла?
- Эпĕ нихăçан та пирус туртман. Эрехпе те иртĕхмен. Уявсенче кăна кăшт ас тивнĕ. Çут çанталăка юратни, вăрмана кăмăллани, унти сиплĕ сывлăш та витĕм кÿрет-тĕр. Сиплĕ тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ чей ĕçетĕп. Мунча юрататăп. Çынна яланах ырă тума тăрăшатăп. Никама та кĕвĕçместĕп, курайманлăх та çук. Килĕме çын килсен питĕ хĕпĕртетĕп. Эсир килтĕр те - ман кăмăл савăк. Темиçе кун хĕпĕртесе çÿретĕп ĕнтĕ.
- Паянхи кун мĕнпе кăсăкланатăр? Вăхăта епле ирттеретĕр?
- Хăех иртет вăл. Сисĕнмест те. Манăн паян пурте çителĕклĕ. Укçа-тенкĕ енчен те аптăрамастăп, пенси аван параççĕ. Хаçат вулатăп, телевизор пăхатăп. Пахчана тухса ларатăп. Ĕлĕкхи вăхăта аса илсе хушăран çăпата туса йăпанатăп.
- Мĕн пăшăрхантарать?
- Мăшăрсăр тунсăхлатăп. Арçынна арăм кирлех. Пĕчченлĕхе пурăнса курнă çын кăна ăнланать.
- Сирĕн юратнă йывăç...
- Юман ĕнтĕ. Вăрманта çÿренĕ чухне ун айне тăрсан хама аван туяттăм. Вăй-халăм хушăннă пекчĕ. Анчах ăна кил таврашĕнче лартма хушмаççĕ. Арăм çăкана кăмăллатчĕ те - çавăнпа çемçерех, хавшакрах пулчĕ-тĕр...
- Халĕ ĕнтĕ вăрттăнлăх уçма вăхăт çитрĕ пулĕ. Асамлă туйăр пирки каласамăр.
- Э-э, эсир ун пирки те пĕлетĕр-и? Сăмах-юмах тĕп хуланах çитнĕ-и? Шăтăклă туяна мана ялти ăстах туса панă. Туя çинчи черккене 150 грамм эрех кĕрет. Утнă чухне тăкăнасран хупма хупăлчи те пур. Эрех ĕçессишĕн мар, интересшĕн, мыскарашăн шухăшласа тупнă эпĕ ăна. Кĕтĕве кайнă чухне шурă эрех ярса каяттăм унта. Каç кÿлĕм, ывăнсан, пĕр-ик сыпкăм тума. Хушăран кĕтÿ ачисене те тутантараттăм. Эх хĕпĕртетчĕç вара! Хам кăмăлланă çынсене килте тунă коньяка сыптарса кăтартаттăм. Халĕ те “туя-черккере” коньяк пур. Тутанса пăхмăр-и? Ăна сыпсан сывлама та çăмăлрах пек.
- Коньяка хăвăрах тăватăр-и?
- Хамах. Сахăртан 50 градуслă ханша юхтаратăп. Тутă кĕртме юман хуппи, сар çип ути яратăп. Ĕлĕкрех ăна тырăран кăна янтăланă.
- Мĕн пирки ĕмĕтленетĕр?
- Хальхи пекех йĕркеллĕ пурăнасчĕ тетĕп. Мăнукăмсен ачисене ытларах курасчĕ. Тепре хăçан килетĕр ĕнтĕ?
- Çирĕплĕх, лайăх кăмăл сунатăп сире Юман тете. 100 çулхи юбилее паллă тумалла пултăрччĕИсточник: "Хыпар"