14 июля 2012 г.
Православи тĕнне тытакансем июлĕн 12-мĕшĕнче Петрпа Павел апостолсен кунне палăртрĕç пулсан, районти виçĕ ялта– Каншелĕнче, Упамсара, Ишлĕре ял уявĕсем те иртрĕç. Йăлана кĕрсе пыраççĕ вĕсем. Каншелĕнче, акă, ăна 21-мĕш, Упамсара 26-мĕш хутчен йĕркелеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов çÿлерех асăннă кашни ялах çитсе уяв ячĕпе саламлама май тупрĕ. Унпа пĕрлех вĕсенчи ĕçчен халăха район Пухăвĕн депутачĕсем А. Иванов, Н. Тинюков, С. Манзуркин ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
Каншелĕнчи уява йĕркелеме “Малалла” коллективлă ял хуçалăх эртелĕ чылай пулăшрĕ. Ăна ертсе пыраканĕ, район пуçлăхĕ – М.Петров тăрăшуллă ĕçченсене дипломсем, грамотăсем парса чыс турĕ, укçан хавхалантару кÿчĕ. Çакна вĕсем тивĕç те. Хуçалăх районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнче тăрать-çке.
Первомайски ял тăрăхĕнчи В. Верликовпа В. Фролов ертсе пыракан “Çăлкуç” тата “Шуçăм” ансамбльсем уяв халăхне çепĕç юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.
Кашни ялăн хăйĕн паха енĕ пур. Каншелĕнчи уявра çулленех лашасемпе ăмăртаççĕ. Упамсасен каруселĕпе ватти-вĕтти ярăнса савăнать. Ăна вĕсем районти Акатуя та илсе тухаççĕ.
Ишлĕсем вара Питрав кунне ятарласа çырла та татса янтăланă, унран пĕçернĕ пысăк кукăль çемçе те техĕмлĕ, хăнасене сăйлама кăмăллă. Уява çак ялсем Шăхачри ирçесен “Умарина” ансамбльне чĕннĕ. Икĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансен пĕр-пĕринпе калаçмалли тупăнать – мордвасем шăпах вĕсенче тымар янă-çке.
Кашни ялтах ташă-юрă ăстисем чылай. Вĕсем уявсен илемне кÿчĕç. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем пычĕç. Упамсари футболистсен команди вара ял ятне çырнă спорт формине те тивĕçрĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Уяв лапамĕнче пуçаруллисем шашлăк пĕçерчĕç, асатте-асанне мелĕпе хатĕрленĕ сиплĕ чей вĕретрĕç.
Хаваслă кану хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлессине малалла тăсма, сухан-севок çăлма тухма та кăмăллă. Вырма та алăкран шаккать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)