Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхра – вăй

07 июля 2012 г.

Каникул пырать пулин те Турханти вăтам шкулăн вуннăмĕш класс ачисем кулленех вĕренÿ çуртне утаççĕ. Производствăлла бригада членĕсем вĕсем. Планĕсем пысăк, ĕçĕ нумай ачасен. Яланхи пекех шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме пулăшаççĕ. Кăçал вĕсен хоккей команди валли салтăнса тумланмалли, япалисене упрамалли пÿлĕм тумалла. Ачасене А. Раевскипе Р. Родионова педагогсем ĕçе вĕрентсе пыраççĕ.

Туслă та маттур çитĕнекен ăру. Нихăçан та ĕçрен хăраса тăмасть. Тахçан малтан шкулта тир пулнă çурта йăлтах тасатса кăларчĕç ачасем, ытлашши чÿречесене хупларĕç, урайне çĕнĕрен сарчĕç. Хĕр ачасем вара тул енчен илем кÿчĕç: чÿрече рамисене, çурт çамкине сăрларĕç, стенана шуратса сăн кĕртрĕç. Никама та кирлĕ пулманскер илемленсех кайрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хоккейла вылякансем кăмăллă пулĕç, вĕсен халь хăйсен пÿлĕмĕ пур.

Ачасем шкул пахчине çумлама та, чечек клумбисене пăхса тăма та ĕлкĕреççĕ. Ĕçре О. Лябуков, Ф. Ершова, Е. Кузьмина, П. Ершова, К. Родионова, К. Кузьмина, Е. Осипова ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика