Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелĕнче ĕçлĕ çул çÿревре – тĕп инспектор

02 июня 2012 г.

 

Раççей Федерацийĕн пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ кашни эрнерех районсене тухса çÿрет. Хальхинче вăл пирĕн тăрăхра, Юхмапа Пăла центрĕнчен инçетре вырнаçнă Упамсара пулчĕ. Çул çÿреве Атăлçи федераци округĕн Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г.Федоров, район администраци пуçлăхĕ Н.Глухов хутшăнчĕç. Пенси фончĕн клиент службин ятарлă микроавтобусĕнче ĕçлеме пур услови те пур: компьютер, сканер, спутник антенни... Хумхантаракан ыйтусене çийĕнчех татса пама пултараççĕ. Çакă аслă çулти çынсене, инвалидсене, пĕчĕк ачаллă амăшĕсене питĕ меллĕ. Çавăн пекех ку служба вырăнпах выртакансем патне е килтен тухса çÿрейменнисем патне те пырать.

Упамсара çынсем йыш-лă пуçтарăннă, ытларах пайĕ – тивĕçлĕ канăва кайнисем. Пенси фончĕн управляющийĕ Р.Кондратьева республикăра пенси, тĕрлĕ социаллă пулăшу парасси мĕнле пынипе кĕскен паллаштарчĕ. “Ĕç ветеранĕ” ята камсене пани пирки те чарăнса тăчĕ. Сăмах май, районта 37727 çын пурăнать пулсан, вĕсенчен 31,5 проценчĕ пенсионерсем. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă ялта та вĕсен шучĕ аванах.

Пăшăрхантаракан ыйтусем чăннипех те чылай. Акă, пĕри виççĕмĕш ачи-шĕн паракан амăшĕн капиталне çурт тунă çĕре яма юрани пирки кăсăкланчĕ. Кăçал тивĕçлĕ канăва каякансем документ пухасси пирки интересленчĕç. Пенси фончĕн районти пайĕн начальникĕ Г.Синеева ют çĕрте ĕçленине ĕнентерекен хутсене те хăйсемех ыйтса илнĕрен ниçта та кайса çÿреме кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. Пенси фон-чĕн клиент службин ятарлă машининче тăрăшакансем те пушă тăмарĕç: ĕç стажне тĕрĕс-леттерекенсем, тивĕçлĕ канура та вăй хурсан укçа мĕн чухлĕ ÿснине тĕпчекенсем тата ытти ыйтусем çине хурав тупас текенсем килсех тăчĕç.

Республикăри, районти пуçлăхсем Упамсана пушă алăпа пыман иккен. Йышăнăва савăнăçлă мероприяти хăйне майлă сĕм кÿчĕ. Е.Филиппована амăш капиталĕн тата ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн виççĕмĕш ачашăн тивекен сертификата, В.Степанова ĕç ветеранĕн удостоверенине пачĕç.

      Çак кунах районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та Нăрваш Шăхалĕнче халăха ĕç тупса парассипе йышăну ирттерчĕ. Г.Федоров, Н.Глухов, Р.Кондратьева кунта та чарăнчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика