Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли ылтăн унăн

26 мая 2012 г.

Тури Тăрмăшра пурăнакан Н.Кудрявцев пушă вăхăт тупăнсанах мастерскойне васкать, вара унтан шакканă е станок кĕрленĕ сас илтĕнсе çеç тăрать. Ĕçленĕ май Николай Васильевич чун киленĕçне тупать. Аса илÿсен тĕнчине кайма та вăй хунă чухне никам та чăрмантармасть. Ачаранах икĕ алла усса ларма юратман вăл. Халĕ те çаплах. Ашшĕ е куккăшĕ йывăçран мĕн те пулин ăсталанине пĕчĕккĕ чухнех пăхса тăма юратнă. Амăшĕпе пĕртăван Г.Политаев, 83 çула çитичченех каскаланă, пурне те алă вĕççĕн пурнăçланă-мĕн. Маçтăр шкулта вĕреннĕ вăхăтра шăнкăрч йăви ăсталанине, унта кайран юрă хыççăн юрă шăрантаракан кайăксем хÿтлĕх тупнине те асрах тытать. Тен, шăпах çакă ăна пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă...

Николай Васильвич аллине аттестат тытнă хыççăн Шупашкара кайнă, унта токарь профессине илнĕ. Пĕр вăхăт агрегат заводĕнче тăрăшнă, çапах шăпа ăна каялла тăван тăрăха çавăрса килнĕ. Ун чухне ашшĕ Шăхачри йывăç япаласен комбинатĕнче вăй хунă, ывăлне те хăйĕн сукмакĕпех утма чĕннĕ. Вăл çакăнта 7 класс пĕтерсенех ĕçлеме пуçланă, тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Алли-ури маçтăртан ăна йывăçран тăвакан япаласен ĕлкине тума шаннă. Килĕнче те шифоньер, комод, арча, сĕтел-пукан ăсталанă.

– Комбината ĕçе вырнаçсан атте чÿречесем тума вĕрентрĕ. Маларах ăна якатма пулăшкаланă, анчах çакăн пек яваплăха хам çине илме шикленеттĕм. Час-часах мана вăл: “Вĕренни çĕре ÿкмест”, – тетчĕ. Каярахпа кĕленчесене лартма хăнăхрăм. Ăсталăха алла иличчен мĕн чухлĕ çĕмĕрнĕ-ши! – тесе аса илет иртнĕ вăхăт пирки Н.Кудрявцев. Паян вăл йывăçран алăксем хатĕрлет. Эрешлеме те ÿркенмест. Малтан ытларах хăй шухăшласа кăларнă, халь журналсенчи ÿкерчĕксемпе те усă курать.

Юлашки çулсенче пластикран хатĕрленĕ чÿречесем лартаççĕ, апла пулин те çут çанталăкпа çывăхрах пулас текенсем те пур. Николай Васильевич вĕсен кăмăлне хаваспах тивĕçтерет. Унăн алли витĕр тухнă япаласене çынсем килĕштерсех туянаççĕ. Хакĕ те çапса хуçаканниех мар.

– Эпĕ хырпа ĕçлетĕп. Вăл чăтăмлă. Малтанласа йывăрлăхсем тупăнсах тăратчĕç, унсăр мĕнле; Хăть мĕн тесен те кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Акă, пур йывăçа та пĕр майлă якатма çук. Опыт пуçтарăннăçем хăшне мĕнлерех тумаллине куçпа пăхса пĕлекен пултăм. Пурнăç хăйех пурне те вĕрентет, – тет арçын кăмăллăн.

Н.Кудрявцев виççĕмĕш çул Турханти культура çуртĕнче культорганизаторта тăрăшать. Ĕçлеме пуçласанах ăна кунти кивелнĕ, çĕрĕшнĕ алăксем канăç паман. Малтанах бильярдла вылямалли сĕтеле юсанă. Каярахпа вара клуб директорĕ пулăшнипе алăксене те çĕнетнĕ. Халь вĕсем хаваслăн чĕриклетсе хăнасене кĕтсе илсе ăсатса яраççĕ.

Арçыннăн виçĕ тивĕçне те пурнăçланă Николай Васильевич. Çемьере ывăлсенчен асли пулнăран уйрăлса тухса çурт лартнă. Кашни кĕтессинче кил хуçин алли палăрать. Пÿлĕмсене те хăй вăйĕпе тата шăллĕ пулăшнипе пÿлнĕ. Мăшăрĕпе, Галина Витальевнăпа, хĕрпе ывăл ÿстереççĕ.

Тури Тăрмăш çынни тата тепĕр ĕçпе кăсăкланма пуçланă: вĕлле хурчĕсем усрать. Паяна вĕллесен шучĕ вуннăран та иртет.

– Ылтăн хуртсен пĕр çемйине парнелерĕç. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ вĕсемпе интересленесси. Мĕнле пăхмаллине кукамай нумай вĕрентрĕ, параканни те кирлĕ сĕнÿсемпе пулăшрĕ. Халь вĕсемпе кăмăлтан тăрăшатăп, уйрăмах çуркунне питĕ интереслĕ, – тет хурт-хăмăрçă пыл кÿрекен хуртсем пирки ăмсанмалла каласа панă май.

Ÿркенмен ăста пулнă, тесе ахальтен каламан çав пирĕн несĕлсем. Н.Кудрявцев пиркиех ку сăмахсем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика