26 мая 2012 г.
Черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă майăн ачасемпе педагогсен шухăшĕ тата та хушăнсах пырать.Тăххăр-мĕшсемпе вунпĕрмĕшсен халиччен мĕн вĕреннине çирĕплетсе тĕрĕслев витĕр тухмалла. Турханти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Осипован та çак ĕмĕтех. Тăххăрмĕшсен класс ертÿçи вăл тата ачасем чăвашлипе экзамен тытаççĕ. Ăна хатĕрленсе маларахри çулсенчисен ыйтусем темиçе те тишкернĕ. Ĕç-пуç йĕркеллех пек туйăнать. Анчах алăри пÿрнесем евĕр класри кашни ачан пĕлĕвĕ те пĕрешкел мар-çке.
Лариса Васильевна тăван шкула Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн килнĕ. Теори пĕлĕвне лайăх алла илни, методика хатĕрленĕвĕ çирĕппи ăна ĕçе тĕплĕн пуçăнса кайма май панă. 2000 çултанпа педагог çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе тĕрĕс çырма тата калаçма, литература произведенийĕсем тăрăх пурнăçа хаклама, юратма, тăван тавралăха упрама вĕрентет.
Унăн урокĕсенче интерактивлă меслетсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Проблемăлла ыйтусемлĕ самантсемпе пĕлсе усă курни, рольсемлĕ вăйăсем ирттерни, ачасене ытларах хăйсене калаçма-шухăшлаттарма хăнăхтарни, пĕтĕмлетÿсем тума вĕрент-ни урокĕсене интереслĕрех, методика тĕлĕшĕнчен çÿллĕрех шайра йĕркелесе пыма май параççĕ, тесе хакланăччĕ педагог пирки сăмах пуçарсан пĕринче районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е.Перепелкина.
Чăнах та, учительница ачасене литература произведенийĕсене тарăннăн тĕпчесе тишкерме явăçтарать, геройсем пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтать, пĕтĕмлетÿсем тутарать. Хăш-пĕр чухне уроксенче Лариса Васильевна май килнĕ таран сахалрах калаçма тăрăшать, ун вырăнне ачасене критиксем, аналитиксем, экспертсем пулма май парать. Çитĕнекен ăру сăнарсен пархатарлă е килпетсĕр хăтланăвĕсене тишкерсе тухса хаклама пĕлни вĕрентекенĕн методика ăсталăхне яр-уççăн кăтартса парать те ĕнтĕ.
Лариса Васильевна урокăн кашни минучĕпе туллин усă курма, вĕренекенсен сăмах запасне пуянлатса пыма, вăй çитнĕ таран ĕçлеттерме тăрăшать. Вăл вĕрентÿ ĕçĕн тĕрлĕ тĕсне, ачасен активлăхне, творчество шыравне ÿстерекен меслетсемпе пĕр-лештерсе урок шăнăрне çирĕплетме пĕлет. Опытлă учительницăн урокĕсенче яланах психологи тĕлĕ-шĕнчен лайăх лару-тăру хуçаланать.
Яваплăхпа, тăрăшулăхпа, хăйĕнчен çирĕп ыйтнипе палăрса тăрать учительница. Педагогикăри çĕнĕ-лĕхсене çăмăллăнах парăнтарса пыни, хăйĕн професси шайне яланах ÿстерсе пыма тăрăшни ăна пурнăç хăвăртлăхĕпе утма вăй-хал парса тăраççĕ. Анлă тавракурăмлă пулни те ÿсĕмсем тума пулăшать. Çулленех хăйĕн вĕренекенĕсемпе тĕпчев ĕçĕсем туса районти наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Пĕринче Р.Ахмеров, тепринче М.Егорова пĕрремĕш вырăнсене йышăннинче Лариса Васильевнан тÿпи пысăк. Н.Петрова “Пĕр чĕлхе лайăх, иккĕшĕ тата лайăхрах” ĕçĕпе республикăри конкурс çĕнтерÿçи те пулчĕ.
Педагог хăй те тĕрлĕ тупăшăва хутшăнать. Çакна çирĕплетекен Хисеп хучĕсем йышлă портфолиора. Пĕринче вăл “Çулталăк учителĕ” конкурсра хăйне тĕрĕслесе пăхнăччĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе чăваш чĕлхипе литература кабинетне тивĕçлĕ шая лартнăшăн, республикăри “Тантăш” хаçатпа, Тетте” журналпа туслă çыхăну тытнăшăн, “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурса ачасене йышлă явăçтарнăшăн, районти “Чи класснăй класснай” конкурсра çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕшĕн, педагогика технологийĕсене вĕрентÿ учрежденийĕсенче пурнăçа кĕртмелли лайăх ĕçшĕн панисем тата ыттисем те пур унта.
Л.Осипова районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕсене те хутшăнать. Унта хăйĕн ĕç опычĕпе çамрăксене паллаштарать, уçă уроксем ирттерет.
Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма ÿсĕм психологине пĕлни те пулăшать. Класс ертÿçи пулнăран вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăнура вăл. Лариса Васильевна çитĕнекен ăрăвăн савăнăçне те, хуйхине те çурмалла пайлама пулăшать. Хăй те çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.
Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче пурăнатпăр эпир. Чĕлхемĕр мĕнле çепĕç пирĕн! Йăла-йĕркемĕр пуян. Вĕсене йăхран-йăха тивĕçлипе куçарса пыма тăрăшмалла. Çакна тĕпе хурать хăйĕн ĕçĕнче Л.Осипова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)