Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллă пÿрт – пасар

30 мая 2012 г.

Чăнах та çапла иккен. Кăнтăр апатне çинĕ вĕт-шакăр пĕр-пĕрне пÿле-пÿлех чарăнусăр чанкăлтатать. Пĕрне яшки килĕшнĕ, теприне хуратул пăтти кăмăла кайнă, виççĕмĕшне чейĕ пылак пулнă тата ытти те. Çывăрма хатĕрленсе çийĕсенчи çиелти тумĕсене тирпейлĕн хĕвел ÿкекен тенкел çине хывса хунă чухне те çăварĕсене хупаймаççĕ. Ксюшăна çĕнĕ пушмак илсе панă-мĕн. Анютăн çÿçне амăшĕ тирпейлĕн çивĕтленĕ... Турханти “Çеçпĕл” ача садĕнчен кăçал шкула кайма 14-ăн хатĕр. Пĕвĕпе те, ăс-тăнĕпе те ыттисенчен урăхрах вĕсем. Пурте вулама, çырма, шутлама пĕлеççĕ. К.Осипова, А.Ефимова, К.Маштакова, А.Романова тата тавçăруллăрах. Ача сачĕпе сыв пулашакансемпе хĕл каçипех ятарлă занятисем ирттернĕ: сас паллисене вĕрентнĕ, сыпăнтарма явăçтарнă, калаçăва аталантарас енĕпе ĕçленĕ, вырăс чĕлхинчи куллен усă куракан сăмахсемпе паллаштарнă, хисепсене хушма-кăларма хăнăхтарнă, çут çанталăк тĕнчине илсе кĕнĕ.

Ача садĕнче виçĕ ушкăн йĕркеленĕ. Кашнийĕшне çирĕмшерĕн ытла çÿреççĕ. Аслисемпе ĕçлеме ансатрах. Вĕсем вăйăсене ушкăнпа явăçаççĕ. Аппликаци тума ăста. Пластилинран тĕрлĕ чĕр чун ăсталаççĕ. Экскурсисене тухса çÿрени те тăван тавралăхпа тĕплĕн паллашма май парать. Уйрăмах ачасене Турхан лесничестви çумĕнчи дендропарк илĕртет. Вăрманта ÿсекен кашни йывăçа, унта пурăнакан чĕр чуна пĕлеççĕ вĕсем.

Г.Кудрявцева, Л.Крылова, И.Ухварина, Е.Емельянова воспитательницăсем çитĕнекен ăрăва мĕн кирлине пĕтĕмпех пама тăрăшаççĕ. Ĕç стажĕ вĕсен çителĕклех. Ăруран-ăрăва куçса пыракан йăла-йĕрке уявĕсене ирттерме вара Н.Алексеев музыкант пулăшать. Мăн кун, çăварни, сурхури йĕркелеççĕ кунта. Ачасем аслисемпе пĕрле тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хума каяççĕ. Шкула, библиотекăна çитсе курни те вĕсемшĕн пысăк савăнăç.

Çемьерен икшер ача ăсатакансем пур садика. Кудрявцевсен, Ефимовсен, Узалуковсен, Осиповсен аслисем кĕçĕннисене урама выляма тухсан та куçран вĕçертмеççĕ. Тăванлăх туйăмĕ çирĕп вĕсен.

– Ача садне ял ачисемсĕр пуçне Нăрваш Шăхалĕнчен, Çĕньялтан, Шăхачран çÿрекенсем пур. Халĕ ялти шкула садикри пуçламăш хăнăхусене илмесĕр каякан ача та çук. Кунта вĕсем ушкăна та аван хăнăхаççĕ,– пĕлтерет Н.Богданова заведующи.

Çитĕнекен ăрушăн ача садĕнче мĕн кирли çителĕклĕ. Çирĕп ÿсчĕрех вĕсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика