Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çылăх – çырмара, намăс – навусра

23 мая 2012 г.

Кăчухне çынсем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн: пĕринчен тепри шукăль тăхăнса çÿреççĕ, кермен пек çуртсенче пурăнаççĕ, кашни кунах мăнкун евĕр тутлă апат çиеççĕ. Паян хамăрăн халăхăмăр ырлăхпа та пурлăхпа пурăннăшăн савăнмалла çеç. Анчах çав вăхăтрах куçа тирĕнекен виçесĕр тирпейсĕрлĕх, культурасăрлăх, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплеме, хак пама пĕлменни пăшăрхантарать, чуна кăшлать. Сăмахăма хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха сума сума пĕлменни пирки хускатасшăн.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ыттисемпе танлаштарсан самай пысăк. Районта чăвашсем çеç мар, вырăссем те, тутарсем те, ирçесем тата ыттисем те тымар янă. Урăхла каласан, пирĕн район нумай нациллĕ халăхпа пуян. Пикшик ял тăрăхĕнче, сăмахран, 4-5 тĕрлĕ чĕлхепе калаçакана илтме пулать. Туçа, Красномайски енсем вуншар çулсем ĕнтĕ православи тата мусульман тĕнне тытса пыракансемпе пĕр чĕлхе тупса пурăнаççĕ . Туслă килĕшÿ хальхи вăхăтра чи кирли, пĕлтерĕшли темелле. Çапах та паян çакă çеç çителĕксĕр. Йăла-йĕркене хисеплекен пысăк культурăллă çын тавралăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшмалла, аслă шкул пĕтернĕ-и вăл е вăтам пĕлÿллĕ-и. Çавăн чухне çеç пире тăрантаракан çĕр-аннемĕр тасалăхшăн тав туса лаш! сывласа ярĕ...

Ял, урам тирпейĕшĕн, унта та кунта сапаланса выртакан çÿп-çапа ятарлă вырăна илсе тухассишĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ яваплă. 2003 çулхи юпа уйăхĕнче федерацин “Вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” 131 саккунĕ вăя кĕнĕ хыççăн ку ыйтупа ял тăрăхĕсен, вĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ пушшех ÿсрĕ. Анчах та пурпĕрех вырăнсенче проблемăна парăнтарас тесе пур çĕрте те кирлĕ мерăсем йышăнмаççĕ, çак ĕçе тимлĕхре тытмаççĕ. Нумай пулмасть хаçат редакцине Турхан ял тăрă-хĕнче пурăнакан хисеплĕ педагог-пенсионер пăшăрханса шăнкăравларĕ. Ĕç ветеранĕ ялсенче çын иртсе çÿрекен вырăнсенчех çÿп-çап куписем ÿссе пыни, шыв урлă хунă каçмасем кивелнĕрен çуран çÿрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратни пирки сăмах хускатрĕ. Çак ватă хăйĕн хăюлăхĕпе çеç калем ăстисенчен вырăна килсе материал хатĕрлеме пулăшу ыйтрĕ. Тĕрĕссипе каласан паян тирпей-илем пирки пурте илтмелле чан çапни те вырăнлă.

Икĕ çул каялла Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял пуçлăхĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем килти хуçалăхран тухакан ăпăр-тапăра мĕнлерех пуçтарса тирпейлемелли ырă опытпа паллашма Елчĕк районне çитсе килчĕç. Ун чухнех кунта çак ĕçе ăнăçлă йĕркелесе янă. Кашни кунах килĕшÿ тунă коммуналлă хуçалăхăн транспорчĕ палăртнă вăхăтра килĕренех çÿп-çапа пуçтарса хунă михĕсене тиесе çÿрет. Кашни çыхă, кашни миххи ятарлă хак тăрать. Ун пирки халăхпа килĕшÿ тунă. Çакăн хыççăн пирĕн районти хăш-пĕр администрацисем çĕнĕ меслетпе ĕçлеме пикенчĕç, анчах йĕрке пулсах пĕтмерĕ. Чылайăшĕ хуçалăхран тухакан типĕ каяшсене вырăнсенче пуçтарса хурассине ырларĕ е контейнер лартма шутларĕ. Ĕçе вăхăтра пурнăçлассине йĕркелесен икĕ меслечĕ те хамăр пурăнакан вырăна тирпей тума çеç пулăшĕ. Анчах каллех пурте ĕмĕтленнĕ евĕр пулса пĕтмерĕ. Хăш-пĕр ялсенче субботник туса пуçтарнă çÿп-çап куписем çул хĕрринче темиçешер кун çеç мар, эрнешер те пуçтарăнса тăраççĕ. Юлашкинчен вара сапалансах пĕтеççĕ. Килĕшÿ тунă организаци вĕсене çĕнĕрен пуçтарса çÿремест, купарине тиет те вĕçтерет. Вăл чăнах та вăхăтлăха куçран çухалать, тирпейсĕрлĕх вара юлать. Ĕçе çиелтен, ячĕшĕн çеç пурнăçлани мар-и-ха çакă; Унăн сăлтавне шырама Хусана çити те каймалла мар. Чăн малтанах вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсен çÿп-çап пуçтарма халăха тивĕçтерекен услови туса памалла, унпа граждансен пухăвĕнче е халăх йышлă пуçтарăннă вăхăтра тĕплĕн паллаштармалла. Унсăрăн ялти кашни çын çĕнĕ йĕркене епле пĕлтĕр-ха; Вăл унчченхиллех пĕр намăсланмасăр çырма-çатрана çатракапа тултарма пултарать. Çакăн хыççăн та йĕркене пăхăнмасан, хамăр пурăнакан тавралăха нĕрсĕрлетсен саккун статйисемпе усă курмалла. Ял пуçлăхĕ хама суйланă халăхпа пăсăлас мар тесе нимĕн тумасăр пурăнсан нихăçан та пирĕн пĕчĕк çĕр-шывăмăр таса сывлăшпа пуянланаймĕ.

“Тирпей-илем кĕртесси–вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Уйрăм çурта, урама, халăх канакан вырăна тата предприяти территорине тирпейлес енĕпе условисем туса памалла. Кашни çынах хăйĕн ялĕпе е хулипе мăнаçлантăр”,–тенĕ Республика Президенчĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Чăваш Ен элтеперĕ темиçе çул каялла Чĕнсе калани паян та кивелмен. Çавăнпа та ял пуçлăхĕсен ял урамне, тăкăрлăкне, уйрăм хушма хуçалăхсене тирпейлеме урам старостисене, вырăнти депутатсене, уйрăм хастарсене анлăн явăçтармалла.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика