Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйăра вăй-хала тĕрĕслеççĕ

23 мая 2012 г.

Турхан ял тăрăхĕнчиКивçуртуçланкăра шкул ачисен хушшинчеЗарницататаОрленоквăйăсем иртрĕç. 20 команда хутшăннă. Вăйăсене ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çар службине хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов, “Паттăрспорт шкулĕн директорĕ А.Краснов, республикăри çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пай начальникĕ В.Лященко, культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председателĕ С.Демидова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем саламларĕç.

Вăйă ялавне иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсемПăлапуç Пашьелĕнчи тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен командирĕсем хăпартрĕç. Шăпах вĕсене Н.Глухов ШупашкартиБукет Чувашиисăра фирми ячĕпе икĕ çĕнĕ палатка пачĕ.

Пĕрремĕш кун çамрăк армеецсем теорипе хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Стройпа утнине пăхма та кăмăллă пулчĕ.

ЗарницататаОрленоквăйăсен положенийĕпе килĕшÿллĕн, хăш-пĕр ăмăртусем маларах Паттăрспорт шкулĕнче те пулса иртнĕччĕ. Çĕнтерÿçĕсене А.Краснов дипломсемпе чысларĕ.

Уçланкăра виçĕ кун хушшинче ачасем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, хăйсен вăй-халне тĕрĕс-лерĕç, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕç. Уçă сывлăшри салтак пăтти те тутлă пулчĕ. Патăрьел райповĕнчи Турхан суту-илÿ филиалĕн ĕçченĕсем пылак шывсемпе тивĕçтерчĕç. Йĕркелĕхе сыхлакан орган ĕçченĕсем, медицина работникĕсем те ачасемпе юнашар пулчĕç.

“Орленоксем” хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсен командисем мала тухрĕç.

“Зарницăра” вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Турханти, Аслă Чементи вăтам шкулсен командисем малти вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕ-командăсен район чысне республикăри вăйăсенче хÿтĕлеме тивет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика