05 мая 2012 г.
Турханти сысна фермин витисем кивĕ пулсан та вăй хума тивĕçлĕ условисем пур, юсав ирттерсех тăраççĕ, транспортер та кăлтăксăр ĕçлет. Кунта коллектив та питĕ туслă. Пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнăран йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ. Ферма заведующин тилхепине 35 çул тытакан Г. Осипов вара çул-йĕрне тĕрĕс тытса пыма пĕлет. Ăшă витере сыснасем лăпкăн выртаççĕ: хырăмĕсем тутă, айĕсем таса. Апат пама кĕрсен çеç сас пама пуçларĕç. Кăшт вăхăт иртсен типĕ апата чăмлани, хушăран нăрăхлатса илни çеç илтĕнсе тăчĕ.
“Хастар” хуçалăхра паян 235 пуç сысна. Йыш пысăках мар. 2010 çулхи çулта типĕ те шăрăха пула апат çителĕклĕ хатĕрлеймен. 62 çеç тăратса хăварнине шутласан, халь вите самаях тулнă. Çавăн пекех хуçалăхра ĕçлекенсене кăçал 100 пуç сутнă.
– 2011 çулта пĕр тĕп амаран 16 çура ытларах çеç илтĕмĕр. Ытти чухне 18-тан кая пулман. Малашне кăтартусем лайăхланса пырасса шансах тăратпăр. Ку уйăхра та 18 ама çăвăрламалла-ха. Çулталăк вĕçне сыснасене 400 пуçа çитересшĕн, анчах пурте эпир шутланă пек пулмасть çав. Пирĕн ĕçе тĕш тырă тухăçĕ те нумай витĕм кÿрет, – тет Г. Осипов.
Кăçал выльăхсем аван хĕл каçнă, çимелли енчен йывăрлăхсем пулман. Умĕсенчен татăлман тырă фуражĕ, утă, кишĕр. Амасемпе çурасене хушма апат та (феллуцен) панă. Иртнĕ çулсенчи пек башньăран килекен шыва шăнтса лартман. Сивве пăхмасăр эртелпе тухса вутă ытларах хатĕрлени йывăрлăхран тухма пулăшнă. Ĕçлекенсем хăйсемех хуçалăхăн арманĕнче çăнăх авăртаççĕ, турттарса килеççĕ.
Сысна ферминче тăрăшакансенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва кайнă. Апла пулин те çамрăкран такăрлатнă сукмака курăк пустармаççĕ. А. Хураськина, Г.Осипов, А.Алексеев, С.Хураськин, И.Тигешкин пирки ырăпа çеç калаçма пулать.
Ыттисенни пек мухтанмалли çук пулсан та пуçĕсене усмаççĕ Турхансем, малалла тата лайăхрах ĕçлеме чунтан ăнтăлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)