Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян-ыран – акана

21 апреля 2012 г.

Турханти “Хастар” ял хуçалăх производство кооперативĕнче акана ултă трактор хутшăнмалла. Вĕсене юсаса хатĕррисен ретне лартнă. Механизаторсем халь хăш-пĕр кăлтăксене çеç сиреççĕ.Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем çителĕклĕ, пурте элита, I тата II репродукциллĕ, кондицие лартнă. “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнчен 6 тонна урпа туяннă. Хуçалăхра кăçал 500 гектар тĕш-тырă, 15 гектар çĕр улми никĕсе хывма, унсăр пуçне тата пĕр çул ÿсекен курăксем акма йышăннă.

– Хальлĕхе хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен хĕсĕкрех. Паян-ыран кредит илсе йÿнĕрех хакпа паракан бензинпа топливо тата минераллă удобрени туянма палăртнă, – тет хуçалăх ертÿçи Н.Родионов эртел ĕç-хĕлĕпе паллаштарса çÿренĕ май.

Яваплă тапхăра валли кадрсем пур, вĕсенчен чылайăшĕ хуçалăхра нумай çул хушши вăй хурать. Акă, В.Косойкин 1974 çултанпах руль умĕнче. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл тракторист правине илнĕ, аллине аттестат тытнă хыççăн механизаторта вăй хума пуçланă. Çĕр-шыв умĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăннă, хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă. Çуркунне вăл сÿрелет, акать пулсан, тыр-пул пиçсе çитсен комбайн штурвалне тытать. Валерий Викторович ашшĕн ĕçне тăсаканĕ. Чун панă çывăх çынни тивĕçлĕ канăва кайичченех хурçă “утпа” çÿренĕ.

– Эпир килте те хамăр хуçалăхра туса илнĕ тырăран çăкăр пĕçеретпĕр, унтан тутлăраххи, техĕмлĕреххи урăх нимĕн те çук пек туйăнать, – тет В.Косойкин кăмăллăн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика