Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив çитĕнÿ çулĕ çинче

11 февраля 2012 г.

Турханти психоневрологи интерначĕ районти чи пысăк ĕç коллективĕсенчен пĕри. Паян кунта 136 çын вăй хурать. Унăн хÿтлĕ-хĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен айванрах 248 çын тăрать. Çак кунсенче вĕсем çулталăк ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Хăйсене уйăрнă подразделенисен яваплă çыннисем З. Шайманова, Е. Ухварина, Н. Филиппова, О. Никитина, Г. Салмин çулталăк хушшинче тунă çитĕнÿсемпе, ÿсĕмсемпе, кăлтăксемпе тата малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕç, хак пачĕç. Интернат ертÿçи А. Бабаев коллективăн малашнехи тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ, хăшпĕр ыйтусене çивĕчлетрĕ.

Интернатăн çитĕнĕвĕсем начар мар. Кулленхи ĕçсем-сĕр пуçне вĕсем районти, республикăра тата тулашри конкурс-ăмăртусенче хутшăнаççĕ, тăтăшах çĕ-нтереççĕ. “Тĕслĕхлĕ сывлăх сыхлав объекчĕ – 2008”, “Чи кăтартуллă культура объекчĕ – 2010”, “Тĕслĕхлĕ социаллă объект – 2011” хисеплĕ ятсене çĕнсе илни интернат историне çырăнса юлĕ.

Уйрăм çынсен çитĕнĕвĕ – коллектив савăнăçĕ. Пĕл-тĕр А. Алякин – сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине, Л. Волкова – Тав çырăвне, А. Бабаев “Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçни те паха. Пухура ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ Зоя Кошкина республикăри социаллă аталану сферин ĕçĕ-хĕлĕпе, кăтартусемпе паллаштарчĕ, çынсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ, сĕнÿ-канаш пачĕ, малашне те интернат коллективне яланхи пекех çирĕппĕн утса малтисен ретĕнче пыма сунчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика