Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе ĕçпе çĕнсе илет

15 октября 2011 г.

Турханти вăтам шкулта математикăпа О. Андреева ирттерекен уçă уроксене халиччен пĕр хутчен çеç мар районти методика пĕрлешĕвĕн членĕсем пысăка хурса хакланине илтнĕ эпĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ стандартне çĕнĕлĕхсем кĕртме те ÿркенмест вăл. Уроксенче мультимедийлă вĕрентÿ пособийĕсемпе усă курать. Шăпах çаксем Ольга Георгиевнăна ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ те ĕнтĕ. Ÿркенекенскер мар çак педагог. Математикăра усă курмалли компьютер технологине вăл О. Епишева кĕнеки тăрăх та шĕкĕлченĕ. Хăйĕн пĕрремĕш урокне вара ку енĕпе 2001 çултах панă. Унччен маларах Ольга Георгиевна Красноярск енче вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институтра курсра пулнă.

Урокра компьютер технологине усă курни ачасене пĕчĕк ушкăнпа ĕçлеме май парать. Хăйсем тĕллĕн задача шутлама хăнăхаççĕ вĕсем. Ыйту-хуравне те тупаяççĕ.

Паян компьютер О. Андреевăн педагогика ĕçне çирĕп кĕнĕ. Вĕренекенсем уроксем валли презентаци ĕçĕсем, тĕпчев проекчĕсем хатĕрлеççĕ. Кун пек чухне кашни ача шырав-тĕпчев ĕçне хăй явăçасси куçкĕретех. Умне лартнă тĕллеве вĕрентекен пурнăçламалли çул-йĕре шырать. Сайтра хăйĕн кабинечĕ пур О. Андреевăн. Тест ыйтăвĕсене хатĕрлесе кĕртме ÿркенмест унта. Вĕренекенсем вара дистанциллĕ майпа интернет урлă вĕсене кирек хăш вăхăтра та хуравлама пултараççĕ. Илнĕ паллăсем класс журналĕ çине ларăнаççĕ. Çакă педагог вăхăтне чылай перекетлеме пулăшать.

Районти шкулсенче тăтăшах пулма тивет пире. Чылайăшĕнче О. Андреева лайăх математика учителĕ пулни çинчен çирĕплетеççĕ. 2005 тата 2008 çулсенче Ольга Георгиевна кабинечĕ районти “Чи лайăх вĕрентÿ кабинечĕ” ятсене тивĕçнĕ. Дистанциллĕ олимпиадăсене те хутшăнать çитĕнекен ăру. 2008 çулта вунпĕрмĕш класри А. Убаськин Санкт-Петербург университечĕ ирттернинче çĕнтерÿçĕ пулнă. Районти “Ăслăлăх. Ăсталăх. Аталану” конференцинче малти вырăна йышăннисем те пур.

Мĕн çĕнни – çавна пуçласа алла илме тăрăшать О. Андреева. 2005 çулта унăн вĕренекенĕсем математикăпа сăнавлă экзамен парса республика шайĕнчи чи лайăх кăтарту турĕç. Ольга Георгиевна тăрăшнипех шкулта физикăпа математика предмечĕсен профиллĕ класĕ ĕçлет. Çакă та пурнăç çулĕ çине тухма тăрăшакансемшĕн питĕ ла-йăх. Математикăпа çыхăнтарса специальноç илес текенсем юлашки çулсенче чăваш патшалăх университетĕнче 41-ĕн хăйсен пĕлĕвне малалла тăсаççĕ.

Методика ĕçне хастар хутшăнать О. Андреева. Математикăпа физика учителĕсен методика пĕр-лешĕвĕн ертÿçи вăл. Хăйĕн ĕç ăсталăхне кăтартса «мастер-класс» урокĕсене ирттерет. Учитель предметниксен секцийĕнче тăтăшах тухса калаçать.

Ольга Георгиевна 2007 çулта “Шкулти физикăпа математика урокĕсем” методика идейисен районти фестивалĕнче, “Педагогика маçтăрлăхĕ” республика фестивалĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. “Самый классный классный” конкурса та хутшăннă вăл.

Урока тĕплĕн ăнлантарма пĕлнишĕн юратаççĕ ачасем педагога. Нумай пĕлес текенсемпе е вĕренÿре уксахлакансемпе уйрăмшарăн ĕçлеме ÿркенмест вăл.

Вăхăтĕнче класс ертÿçи те пулнă Ольга Георгиевна. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура тăнă. Математика йывăр предмет-çке. Хăшпĕр ачана ăна алла илме предметникпа ашшĕ-амăшĕн ырă канашĕ те пулăшнах.

Обществăлла пурнăçран айккинче тăмасть О. Андреева. Çакă каллех педагогпа çитĕнекен ăру хушшинчи туслăха çирĕплетет те. Шашка-шахмат, волейбол турнирĕсене хутшăнать. Çуран, йĕлтĕрпе чупассинчен те юлмасть. Çаксене çирĕплетекен шкул, район администрацийĕсен Хисеп грамотисем те пур унăн.

Тăваттăмăш теçетке çул педагогика анинче ĕçлет Ольга Георгиевна. Юлашки çулсенче ăна шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш категориллĕ специалист çакна та тивĕçлĕ пурнăçласа пырать.

Шкулти кашни вĕрентекен, вĕренекен халĕ портфолио туса пырать. О. Андреевăн та пур вăл. Унти Хисеп грамотисемпе паллашсассăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Хăш шайри çеç çук-ши унта! Шкулта ирттернĕ конкурсра вăл 2002-2003 вĕренÿ çулĕсенче чи лайăх учитель ята тивĕçнĕ иккен. Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята та илнĕ Ольга Георгиевна. Сăпайлă пулнăран пĕринпе те мухтанмасть. Ĕç ăсталăхне ÿстерсе çулран-çул пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать. Хастар ĕçĕн “çимĕçĕ” пурах. О. Андреева предметне хисеплекенсем аслă шкултан çулленех вĕренсе тухса тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсене вырнаçаççĕ. Акă, М. Белкова, Т. Петрова Санкт-Петербургри банк системинче ĕçлеççĕ.

Шыв юххи малаллах юхать. Ура çинче çирĕп тăрайманнисем çыран хĕррине тухса ÿкеççĕ. О. Андреева педагог пек çирĕп чунлисем вара çак юхăма парăнтарма чылайăшне вĕрентеççĕ. Ăсĕпе те, ĕçĕпе те, пултарулăхĕпе те матурах вăл. Шкулсенче çакăн пек педагогсем кирлĕ те.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика