05 октября 2011 г.
Кăçалхи виçĕ кварталта Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕ суту-илÿ предприятийĕсенче потребитель ирĕкне хÿтĕлес тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятисенче сутуçăсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă, административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан тĕрлĕрен статьясемпе килĕшÿллĕн 21300 тенкĕлĕх штраф панă. Айăпланакансен шутне Шăнкăртамри “Ильяс”, Патăрьелĕнчи “Юхма” пасарти Т. Солдатова, Хирти Пикшикри “Аир”, тата “Лилия” (ИП Ильина Е. В.), Турханти “Елена”, Тутар Сăкăтĕнчи, Кзыл Чишмари “Дуслык”, “Айгуль” магазинсен хуçисем кĕреççĕ. Вĕсенче срокран тухнă таварсем сутнине, тавар пахалăхне кăтартакан документсем çуккине тата ытти кăлтăксене те тупса палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)