03 сентября 2011 г.
Турханта тăваттăмĕш çул “Сывлăх” ушкăн ĕçлет, унта тивĕçлĕ канăва тухнисем, пурĕ 17-ĕн, çÿретпĕр. Эрнере виçĕ хутчен пĕрле пухăнатпăр, канашлатпăр. Çулла эпир те “каникула” кайнăччĕ, апла пулин те çуралнă кунсене, юбилейсене пĕрле пухăнса палăртма тăрăшрăмăр. Нумай пулмасть Р.Романова 65 çул тултарчĕ, ăна Турханти чи илемлĕ вырăнта, плотина хĕрринче паллă турăмăр. Юрларăмăр, ташларăмăр, волейболла вылярăмăр, ăмăртусем ирттертĕмĕр.
“Сывлăх” ушкăна Геннадийпе Галина Ларкузовсем ертсе пыраççĕ. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Сывă пурнăç йĕркине хăйсем те пăхăнаççĕ, ыттисене те çавнах вĕрентеççĕ. Куллен ирхине 4–7 çухрăм таран чупаççĕ е утаççĕ. Сивĕ шывпа сапăнассине те йăлана кĕртнĕ вĕсем.
Ушкăнпа час-часах походсене те каятпăр. Çут çанталăкра Л.Гусева (вăл 84 çулта) пире сиплĕ ÿсен-тăранпа паллаштарать, мĕнле усă курмаллине вĕрентет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)