10 августа 2011 г.
Хăш-пĕр çынна пĕрре курсанах хак пама пулать. Упамсара пурăнакан С.Пятаков пирки те çакнах каламалла. Ĕç пÿлĕмне кĕрсе тăрсанах вăл ĕçлĕхли, кил-çуртшăн тăрăшни сисĕнчĕ. Сăмах малалла тăсăлнă май шалти туйăм суйманни палăрчĕ. “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Патăрьел районĕнчи станцийĕ” патшалăх учрежденийĕн Турханти ветеринари участокĕн заведующийĕ С.Пятаков (ÿкерчĕкре) кăçал “Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи” хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Хăйĕн ĕçне килĕштернĕрен, выльăхсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăран Сергей Алексеевича çапла сумланă.
– Чĕр чунсем çинчен кĕнекесем питĕ вулама юрататтăм, вĕсене пулăшас туйăм çавăн чухнех çуралчĕ. Çитĕнерехпе аслă юлташсем те ветеринар специальностьне суйласа илме сĕнчĕç. Аппасем фермăра ĕçлени, вĕсене пулăшма çÿрени те выльăхсем патнех туртрĕ пуль. Пирĕн профессинче тата ĕçе юратмасан вăй хума та майĕ çук. Выльăхсем те çынсем пекех, анчах вĕсем хăйсен мĕн ыратнине калаймаççĕ, çавăнпа тата та ытларах тимлĕх кирлĕ, – тет С.Пятаков.
Упамсари тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 9-10 классене Турхана çÿренĕ. Алла аттестат илсен 1986 çулта Вăрнарти совхозтехникума ăс пухма кайнă. Çакăнтах хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Канаш районĕн хĕрĕпе, Майя Кузьминичнăпа паллашнă. Çавăнтанпах вĕсем ĕçре те, килте те пĕрле. Сергей Алексеевич техникумри пĕлĕвĕпе çырлахас темен, Хусанти ветеринари медицина академинче куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Пĕлĕвне тарăнлатнă вăхăтрах Турханта ветфельдшерта ĕçлет. Çĕньялта специалист çуккипе виçĕ çул унта вăй хурать.
1992 çултанпа С.Пятаков выльăх-чĕрлĕхе сыватассишĕн тăрăшать. Çак вăхăтра Турханти ветеринари участокне кĕрекен ялсенче кĕрсе тухман çурт та юлман пуль. Упамсара пурăннă май, Шăмăршă, Улатăр районĕсенче пурăнакансем те пулăшу ыйтма час-часах килеççĕ. Вăхăта, çанталăка пăхмасăр Сергей Алексеевич чĕннĕ çĕре васкать. Мăшăрĕ те выльăхсене пулăшассишĕн чун-чĕрипе тăрăшать. Вăл Турханти ветеринари участокĕнче вăй хунисĕр пуçне осеменатор та. Упамсара хуçалăх пĕтнĕ хыççăн ĕне тытакансене пулăшас тĕллевпе ятарлă пункт йĕркеленĕренпех унта тимлет.
Çăмăл пурнăçпа укçа шыракан çынсен шутне те кĕртме çук Сергей Алексеевича. Пилĕк çултах ашшĕсĕр тăрса юлнăран çăкăр хакне пĕчĕклех туйнă. Ачасенчен кĕçĕнни пулсан та, улттăн пĕр тăван вĕсем, ачашланса чĕрçе çинче ларайман. Халĕ те вăл канăç мĕнне пĕлмест. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх кахал çын усраманни каламасăрах паллă. Пятаковсем 4 ĕне, вăкăр, сурăхсем, лаша, чăх, хур, кăркка усраççĕ. Çавăн пекех Сергей Алексеевич хурт-хăмăрпа та кăсăкланать.
– Атте вĕлле хурчĕсем тытнă, ăна анне пулăшнă. Çывăх çын çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн та хуртсене пĕтермен. Халь хам вĕсемпе ĕçлетĕп, ачасене те вĕрентетĕп, – тет ветеринар.
Сергей Алексеевич кĕçĕн ывăлăн тивĕçне те манман: амăшĕпе пĕр килте килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли ашшĕпе амăшĕн çулнех суйласа илнĕ, вăл Шупашкарти ял хуçалăх академинче ветеринар специальностьне алла илесшĕн. Вăталăххи те çак сукмаках малалла такăрлатма ĕмĕтленет, анчах хальлĕхе вара вăл тăван çĕр-шыва сыхлать. Кĕçĕнни, Рома, утă уйăхĕн вĕçĕнче кăна кун çути курнă. Вăл та аслисем пекех тăрăшуллă, выльăх-чĕрлĕхе юратакан çын пуласса шанас килет, мĕншĕн тесен унăн камран тĕслĕх илмелли те, вĕренмелли те пур. Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)