10 августа 2011 г.
Çак кунсенче Хурама–Тварсем хăйсен ялĕ пуçланса кайнăранпа 80 çул çитнине халалланă уявра савăннă. Вăл “Савнă ялăм–пĕчĕкçĕ çĕр-шывăм” ятпа иртнĕ. Аякран та, çывăхран та пуçтарăннă хăнасене Турхан ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Сымов саламланă, ял историйĕпе, кунти ĕç паттăрĕсемпе, уйрăм хастарсемпе паллаштарнă, тивĕçлисене парнепе хавхалантарнă. Шупашкар районĕнчи “Ахрăм” фольклор ушкăнĕ Хурама–Тварсен савăнăçне пĕрле пайлама çитнĕ. Юрă-ташă ăстисем ял халăхне хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Хитре уçланкăри уяв сцени каçченех пушанман. Çак кунхине ватти те вĕтти те кăмăлтан савăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)