27 июля 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Малтанхисем чаплă ÿнерçĕн тăван кĕтесĕнче - Патăрьел районĕнчи Турханта - пулнăччĕ. Пленэр географийĕ сарăлсах пычĕ: çак районти Чăваш Ишекне çитрĕ. Пĕлтĕр вара художниксем Атăл леш енĕн илемĕпе киленме, çав асамлăха пир çине куçарма та пултарчĕç. Пиллĕкмĕшĕ, хăйне майлă юбилейли, Сĕнтĕрвăрри тăрăхне те илсе çитерчĕ. Ун хыççăн ÿнерçĕсем Атăл леш енче ĕçлерĕç, «Чувашия» санаторире пурăнчĕç. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл пысăк куравпа хупăнчĕ те. Эпир те çитсе килтĕмĕр унта.
Художниксем хăйсен ĕçĕсене курава хатĕрленĕ вăхăтра пленэр координаторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев пире унта хутшăнакансем пирки каласа кăтартрĕ. Палăртса хăварар: пленэр йĕркелÿçисем, малтанхи пекех, çаксем - Патăрьел район администрацийĕ, унти Турхан ял тăрăхĕ, «Хастар» ЯХПК, Раççей художниксен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Украина Наци художникĕсен союзĕн Харьковри организацийĕ, ЧПУ, «Чувашия» санатори, çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ.Камсем тата ăçтан килсе çитнĕ-ха Чăваш Ене? Инçетри Украинăран - Николай Титов, Украина Наци ÿнер искусствин тата архитектурин академийĕн проректорĕ тата профессорĕ. Вăл - чи ăста реставраторсенчен пĕри* Виктор Михайличенко, живописец, Узбекистанри Хамза ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ, Сумы хули* Владимир Непомнящий, Илья Репин ячĕллĕ ÿнер шкулĕн директорĕ, Чугуев хули* Саранск хулинчи ÿнер училищин преподавателĕ Хафиз Бикбаев* Елена Баймяшкина, Эрмитажăн Хусанти ĕçченĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕ. Хамăрăннисенчен Викентий Лукиянов хутшăннă.Палăртнă вăхăта санаторие канакансем пуçтарăнчĕç, официаллă çынсем те пырса çитрĕç. Вĕсем - ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Щербаков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Лев Кураков /сăмах май, вăл çак мероприятие Шупашкар-Чăваш епархийĕнчен Варнава митрополит аллинчен çветтуй Авраам Болгарский медальне илнĕ хыççăн килсе çитрĕ/, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, Алексей Кокелĕн тăхăмĕ - Альбина Куракова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Залогин, Мордва Республикин национальноçсен ĕçĕсен министрĕ Александр Лузгин.
Мĕн кăсăклантарнă-ха тĕрлĕ халăх сăрă ăстисене? Çакна вĕсен ĕçĕсем - этюдсемпе эскизсем лайăх çирĕплетеççĕ. Украинăри тусăмăрсем чăваш ялне, уйрăм çуртсене, çут çанталăка тата, паллах, Атăла сăнлама тăрăшнă. Пурĕ - 100 яхăн произведени. Килĕшÿре, туслăхра çуралнă ĕçсем.
Курава уçма хутшăннисен, ÿнерçĕсен шухăшне пĕлес килчĕ: мĕнле хак параççĕ вĕсем пленэра, мĕнле кăмăлпа таврăнаççĕ тăван тăрăха?
Лев КУРАКОВ:
- Пилĕк çулта пленэра хутшăннисем 500-е яхăн картина ÿкернĕ. Вĕсен пĕр пайĕ Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче юлнă, 100-шĕ университетăн ÿнер музейĕнче упранаççĕ. Çак тапхăрта пленэрта Украинăри, Раççейри паллă художниксем пулнă. Асăннă пулăм пирки чăннипех икĕ çĕр-шыв, тĕнче пултарулăх лабораторийĕ темелле. Çыхăнусен çăл куçĕ - туслăх, хавхалану. Украина Наци художникĕсен Харьковри уйрăмĕн ертÿçи Виктор Ковтун тăватă хут пулчĕ Турхан çĕрĕ çинче. Харьков патшалăх дизайнпа искусствăсен академийĕн аспиранчĕсем Алексей Кокелĕн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи ĕçĕсене реставрацилерĕç. Николай Титовпа та çав ĕçе малалла тăсас тетпĕр.
Владимир непомнящий:
- Эпĕ Чугуев хулинчен. Унта паллă ÿнерçĕ Илья Репин çуралнă. Илья Ефимович вара Алексей Кокелĕн вĕрентекенĕ пулнă. Чугуевра Репин ячĕпе пленэр иртет. Унта ик-виç çул каялла А.Кокелĕн тăхăмĕсем те - Константинпа Наталья Кокельсем - хутшăннăччĕ.
Чăваш Енре йывăç нумай, тÿпе çÿллĕ. Авалхи çуртсем упранса юлнă. Вырăнти архитектура, йăла-йĕрке, халăхăн хăйне евĕрлĕхĕ - художнике шăпах çакă кăсăклантарать те. Пушă вăхăт пачах пулмарĕ темелле, çапах Патăрьел районĕн Туçара иртнĕ кунне çитсе куртăмăр. Вăйă карти халĕ те куç умĕнчех-ха. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи Людмила Данькова хăна килĕнче те чăваш йăли-йĕркипе паллашма май пулчĕ. Унти «Шăнкăрав» фольклор коллективĕн илемлĕ юррисем халăх чунне, кăмăлне ăнланма пулăшаççĕ.
Александр лузгин:
- Эпĕ «Чувашия» санаторире канатăп. Пленэрта пирĕн ÿнерçĕ те пуррине пĕлтĕм, тĕл пултăмăр. Кунашкал курав чунсăр çынна çеç кăсăклантармасть пулĕ. Санатори ертÿçисем тăван культурăна юратни, ăна аталантарас ĕçе витĕм кÿни - куç умĕнчех. Этнограф пулнă май кунти этнокультура паркĕпе хавхаланса паллашрăм. Пленэр пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк. Ман шухăшăмпа вăл - ÿнерçĕсен чун уявĕ, чăн-чăн поэзи. Çакăн пек тĕл пулусем вĕсене çеç мар, куракансене те питĕ кирлĕ.
Викентий лукиянов:
- Эпĕ пейзаж жанрĕпе ытларах ĕçлетĕп. Чăваш ялĕн илемне те, мăнаçлă Атăла та пĕр хут мар ÿкернĕ темелле. Хĕвел тухнă саманта сăнлама килĕштеретĕп. Çавăнпа та ир-ирех тăма тивет. Хальхинче те ирхи Атăла ÿкертĕм. Вун-вун ĕç хушшинче куракансем шăпах ун умĕнче ытларах чарăнса тăни мана хавхалану кÿрет.
Пленэра ÿнерĕн тĕрлĕ шкулĕн майĕсемпе ĕçлекенĕсем хутшăнчĕç. Çакă пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма май пачĕ. Эпĕ ÿкернĕ вырăна ыттисем мĕнле курнине, йышăннине сăнама кăсăклă.
Ревель ФЕДОРОВ:
- Алексей Кокель - тĕлĕнмелле пултаруллă çын. Шăпах вăл пуçтарчĕ пире çакăнта. Асăннă пленэр - ун ятне асра тытни, ĕçне малалла тăсни. Шел, ЧР Культура министерстви ăна хăй хÿттине илеймерĕ.
Вернисажри ĕçсем пулас ăрусем валли юлаççĕ. Кирек хăш картинăн та пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен кашни авторăн шухăшлавĕ хăйне евĕрлĕ.
Нарат Чаккинчи «Шăнкăрав» фольклор коллективĕ те хутшăнчĕ çак мероприятие. Чăваш юрри-çемми çак кун Атăл тăрăх инçете-инçете тăсăлчĕ.
Источник: "Хыпар"