Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – ÿнерçĕсем

09 июля 2011 г.

         Утă уйăхĕн улттăмĕшĕнче Турханти вăтам шкулта чăвашсен пĕрремĕш художник-профессорне А. Кокеле халалласа тĕнчери пиллĕкмĕш пленэр уçăлчĕ.

 Ирхине 5 сехет çурăра Канашри чугун çул станцийĕнче Турхан ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Сымов ертсе пыракан делегаци Украина çыннисенепленэр участникĕсенечăваш йăли-йĕркипе сумлăн кĕтсе илчĕ. Николай Титов, Владимир Непомнящий, Виктор Михайличенко, акă вĕсем сăрă ăстисем, пиллĕкмĕш пленэра хутшăнакансем. Каярахпа вĕсен йышне кÿршĕллĕ Тутарстан художникĕ Елена Баймяшкина кĕчĕ. Хăнасем Патăрьелпе паллашрĕç, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне çитрĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе М. Калмыковпа тĕл пулчĕç. Мансур Минивелиевич хăнасене районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе, унăн тĕрлĕ сферăри çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕ. Тĕл пулăва Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л. Кураков та хутшăнчĕ.

Турханта хăнасене педагогика коллективĕ, вĕренекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ, учреждени-организаци ертÿçисем, Ыхра Çырми ял поселенийĕнчи фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕç. Пленэра сумлă уçнă хыççăн художниксем А. Кокель музей çурчĕпе, маларахри ĕçсемпе паллашрĕç.

Пленэр программи тĕрлĕ енлĕ тата пуян. Вĕсем Пăлхар хулине, Туçа ял поселени-йĕнче иртекен Район кунне çитĕç. Утă уйă-хĕн 12-14-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрринче, 15-22-мĕшĕсенче “Чувашия” санаторинче пулĕç. Ĕçе пĕтĕмлетекен курав тата пленэра хупассине утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта йĕркелеççĕ.

(Хамăр корр.).

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика