23 июня 2011 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 60-мĕш хут иртекен Акатуй–Сабантуйра район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе малта пыракансене, тăрăшуллă ĕçченсене федераци, республика, район шайĕнчи наградăсене парса чысларĕç. Художество пултарулăх коллективĕсем шăранса тухакан юрăсемпе савăнтарчĕç. Уява чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи тăрăшсах хатĕрленет. Сăлтавĕ те пур. Ака вĕçленнĕ хыççăн ĕлĕкренех пĕрле пухăнса юрласа, ташласа савăннă. Иккĕмĕш çул тĕп сцена çумĕпе вырнаçнă “çуртсем” хăнасене хăйсем патне кĕрсе тухма сĕнеççĕ. Туçа ял поселенийĕнчи тутарпа чăваш халăхĕ юрра-ташша та ăста. Уява килнĕ халăх культура ĕçченĕсен пултарулăхне пăхрĕ. Тутар, чăваш апат-çимĕçне тутанчĕ. Космонавтика çулталăкне халалласа тунă стендпа паллашрĕ. В. Сеприханов методист килен-каяна кăмăллăн кĕтсе илме тăрăшрĕ.
Алманчă ял поселенийĕ вăрман çывăхĕнче пурăнни курава илсе тухнă милĕксенчен те паллă пулчĕ. Сăкăт ял поселенийĕнче те ăстасем йышлă. Г.Лаврентьев куракансен умĕнчех йывăçран касса тĕрлĕ кĕлетке ăсталарĕ. Хăва авасси те тухать унăн. Л.Силюков хурт-хăмăрçă хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Пăлапуç Пашьелсем пир станне илсе тухнă. Килте сăра тăвас ĕçе сăнласа параççĕ.
Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕн специалисчĕсем чăвашсен ĕлĕкхи арçын тата хĕрарăм тумĕсене тупайнă. Ĕне ырри, хуплу, хуран кукăлĕ, тăварланă çу сĕтелĕ çинче.
Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн экспоначĕсем те илĕртÿллĕ. В.Эриванов йывăçран касса тунă сăнарсем паллă çынсене аса илтереççĕ. “Хамран та хитререх кăларнă манăн сăна”,– тет А.Юрату поэтесса. Т.Ефимова тĕррисем куçа илĕртеççĕ. Первомайски ял поселенийĕнчи Сителĕнче пурăнакан Н.Хомуткина вĕтĕ шăрçапа ĕçлет. Ансамбльсем валли те тухья, хушпу таранччен ăсталать вăл. Шăхач ял поселенийĕ ирçе тумне кăтартать. Пикшик ял поселенийĕнчи Е.Денисова хăйĕн пир тĕртмелли хатĕрĕпе Елчĕк тăрăхĕнче те, Шупашкарта та пулнă. Хусана кайса курас ĕмĕчĕсене те пытармарĕ.
Ишлĕ ял поселенийĕнче пурăнакансем çырла çисе ÿсеççех çав. Иртнĕ çулхи çимĕçĕ çĕнни пуличченех пур. Ир тухакан кăмпана та хатĕрленĕ хăнасем валли. Сиплĕ эмел курăкĕсем мĕн чухлĕ тата. Р.Ильина та биссерпа интересленет. Унăн ĕçĕсем Шупашкарта иккĕмĕш вырăн йышăннă-мĕн. Ульяновкăри А.Корнилова халичченех пир станне çуртран кăларман. Урай сарми таранччен тĕртнĕ. Юлашкинчен Ăнттани аппа ăна шкула парнеленĕ.
Аслă Чемен ял поселенийĕн хăйне кура музей тейĕн. Тырă акса туса илмелли ĕлĕкхи хатĕр пурте пур кунта: сухапуç, çурла, тăпачă, пурак, кисĕп, уйран çÿпçи... Писмен (виçе) ялта та Фроловсен çемйинче çеç сыхланса юлнă. Мăн аслашшĕнех пулас вăл.
Шăнкăртам, Çĕньял, Турхан, Кзыл Чишма, Тăрăн, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт, Патăрьел поселенийĕсен «çурчĕсене» те кĕрсе курмалăх пурах. Уявра кашнин пултарулăхĕпе тĕлĕнчĕ халăх, чăваш сăрипе тутар чейне тутанчĕ, ĕлĕкхи тата хальхи йăла-йĕркене танлаштарчĕ. Çурт ăшши пулнăран, çемье вучахĕ çуннăран пурнăç малалла аталаннине палăртрĕ. Ан тив, Раççейĕн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç пулар эпир, пурпĕрех ĕçĕмĕр мухтавлă, юррăмăр янравлă, пурнăçăмăр кăтартуллă пирĕн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)