Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУР ХАЛАТЛĂ ТУХТĂРСЕМ, КУЛЛЕНЕХ ПОСТРА ВĕСЕМ

23 июня 2011 г.

 

Çулленех Раççейре çĕртмен виççĕмĕш вырсарникунĕнче медицина ĕçченĕсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Кăçал савăнăçлă мероприяти районта çĕртмен 16-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пулчĕ. Гиппократ тупине тунисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов саламларĕ.

Сирĕн уявпĕтĕм халăх уявĕ, эсир этеме чи хаклинесывлăх парнелетĕр. Çын сывлăхĕ эсир профессине юратнинчен, ĕçе мĕнле яваплăхпа пурнăçланинчен килет. Сирĕн ыр кăмăллăхăр, хĕрхенĕвĕр хăш чух чи паха эмелсенчен те лайăхрах сиплет. Гиппократ тупине шанăçа кăларнăшăн пысăк тав сире, – терĕ Николай Иванович медицинăра вăй хуракансене ăнăçусем сунса. Ĕçтешĕсене Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Тинюков та ăшă сăмахсем каларĕ. Уявра çавăн пекех ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе, Тав ху-чĕсемпе чысларĕç. Культурăпа кану центрĕн артисчĕсем тата Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе педагогсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен сывлăхĕшĕн 73 врач, 341 вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕ, 278 кĕçĕн тата ытти персонал, тава тивĕçлĕ 5 тухтăр, аслă категориллĕ 15 врач тăрăшаççĕ. Вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсенчен 109 – аслă, 144 – пĕрремĕш, 7-шĕ иккĕмĕш категориллĕ. 2010 çулта 7 çамрăк специалист вăй хума тытăннă, вĕсенчен иккĕшĕ – врач-интерн. Пĕлтĕр сиплевпе профилактика учрежденийĕсен базисене çирĕплетессипе нумай ĕç тунă. Реанимаци, инфекци уйрă-мĕсене, клиникăпа диагностика лабораторине тĕпрен юсанă. Патăрьелĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн вуннăмĕш уйрăмне уçнă.

Медицина ĕçченĕсем кашни çулах тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Кăçал республикăра иртнĕ “Професси тĕлĕшĕнчен чи ла-йăххиконкурсраВаскавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх фельдшерĕ” номинацире васкавлă медицина пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕ Лилия Манзуркина татаСестрасен тĕпчевĕ: актуаллăх, ăслăлăх, практика пĕлтерĕшĕ” номинацире пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмăн медсестри Елена Александрова лауреат пулнă. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Мария МатвееваЧăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика