17 июня 2011 г.
Çак кунсенче Турхан ял поселенине “Обелиск” историпе культура шырав центрĕн директорĕнчен В. Петровран çыру килнĕ. Унта 2011 çулхи çу уйăхĕнче археологи экспедицийĕсем ирттерни, шырав вăхăтĕнче Мускав обла-çĕнчи Одинцово районĕнче çĕр-шыва хÿтĕлесе вилнĕ салтаксен юлашкийĕсене тата медальсен хучĕсене тупни çинчен пĕлтернĕ. Документсене экспертиза тунă хыççăн Турхан ялĕнче 1920 çулта çуралнă Мирон Алексеевич Кудряшов пурри те палăрнă.
Шупашкар хулинче Чăваш кĕнеке издательстви 1995 çулта кăларнă “Асăну кĕнекин” I томĕн 205 страницинче М. Кудряшовăн хушамачĕ те пур, унта вăл 1941 çулхи чÿкĕн 2-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ тесе çырнă, анчах пытарнă вырăнĕ паллă пулман. Мирон Алексеевич Кудряшов тинех канлĕх тупнă вырăнĕ паллă пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)