Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсем кăмăллă юлчĕç

04 июня 2011 г.

Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ ял поселенийĕн, районăн, республикăн обществăлла тата спорт пурнăçне хастар хутшăнать. Акă çу уйăхĕн 19-21 мĕшĕсенче Польша çĕр-шывĕнчи акционерсен “Торуньский завод перевязочных материалов” тата тулли мар яваплă “Белла Волга” пĕрлешĕвĕсем ĕçлеме пултарайман çынсен тĕнчери футбол лигин йĕркелÿçисем чĕннипе Чулхула облаçĕнче çулçÿревре пулчĕç. 7 çынран тăракан команда мини футбол вылярĕ. Уява “Белла Волга” ООО генеральнăй директорĕ Р. Лятоха уçрĕ, пĕрле-шĕвĕн клиентсемпе ĕçлекен пай ертÿçи О. Черединцева Чулхула облаçĕнчи спорт, физкультура тата çамрăксен политикин министерствин пай начальникĕ Ю. Сотникова, ФСБ управленийĕн представителĕ С. Тимурцев тухса каларĕç. Футбол вăййи пурне те интереслентерчĕ. Çĕнтерÿçĕ команда Польшăри Торунь хулинчи турнира хутшăнма тивĕçет-çке. Ĕçлеме пултарайман çынсен савăнăçĕ, кулянăвĕ, куççулĕ пулчĕ кунта.

Спорт мероприятийĕпе пĕрлех кану программи те пуян пулчĕ. Турханти интернат воспитанникĕсем концерт лартма хутшăнчĕç, вырăсла тата чăвашла юрларĕç. Хăйсен аллипе ăсталанă сувенирсене выставкăна тăратрĕç. Чăваш наци тумĕ тăхăнтартнă пуканесем, çыхнă, тĕрленĕ, йывăçран хатĕрленĕ япаласен умĕнчен никам та чарăнмасăр иртсе каяймарĕ.

Мероприяти йĕркелÿçисем пĕр командăна та, хутшăнакана та тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕç. Турхансем “Чи туслă команда” номинацире палăрчĕç, диплом çĕнсе илчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика