Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурама Твар хастарĕ пуçарулăхне чакармасть

07 мая 2011 г.

Хурама Твар йышĕпе пысăк ялти виçĕ пĕчĕк кас евĕр çеç. Апла пулин те кунта пуçаруллă хас-тарсем пулни савăнтарать. Т.Давыдов клуб заведующине çынсем çак ялта çеç мар, Турхан ял поселенинче те ырă енĕпе çеç пĕлеççĕ. Терентий Андреевич 36 çул ĕнтĕ культура отраслĕнче тăрăшать. Хальхи вăхăтра вĕсем Хурама Твар ялĕ 70 çул тултарнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Çапах та хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне вăл обществăлла пурнăçра та хастар. Иккĕмĕш созыв ĕнтĕ ăна ял халăхĕ вырăнти депутатсен ушкăнне суйланă. Виçĕ çул каялла вăл республикăра “Чи лайăх староста” ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне спортра çитĕнÿ тума та вăхăт тупать. Нумай пулмасть икĕ ача ашшĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн Фаина Красновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче ветерансем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки вун пилĕк çулта вăл çак ăмăртусенче пĕринче çеç финиша иккĕмĕш çитнĕ, ыттисенче вара – кашнийĕнчех пĕрремĕш.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика