07 мая 2011 г.
Район хаçатĕнче пичетленнĕ “Автобус çÿретме ыйтатпăр” статьяна район администрацийĕн, “Чăвашавто-транс” патшалăх унитарлă предприятийĕн, Турхан ял поселенийĕн представителĕсемпе сÿтсе яврăмăр, Хурама Твар çыннисем пасар кунĕсенче Патăрьелне автобуспа тухма ыйтса çырнине тишкертĕмĕр.
Пĕрлехи лару хыççăн 230-мĕш номерлĕ “Патăрьел–Упамса” автобус маршручĕн схемине Хурама Твара кĕрсе тухма улшăну кĕртнĕ. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен автобус ытларикунпа эрнекун ирхине 6.45, кăнтăрла хыççăн 14.00 сехетсенче Хурама Твара кĕрсе тухать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)