Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш пики-2011»

16 апреля 2011 г.

«Чăваш пики-2011» Чăваш пикисем янăравлă куллипе, юрри-ташшипе халăха савăнтарма районта иртекен конкурса пуçтарăнчĕç. Илемлĕ кĕвĕ- çемĕпе киленсе вĕсем вăййа тухрĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тĕплĕн пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç, тăван тавралăха мухтаса юрăсем шăрантарчĕç, килнĕ хăнасене кăпăклă сăрапа, шăрттанпа, хуплупа сăйларĕç.

Конкурс вăхăтĕнче куракансене пикесем кăна мар, “халăх” ятне çĕнсе илнĕ “Евгения” ташă ушкăнĕ (ертуçи А. Михайлова) испани, грузи, тутар, чăваш ташшисемпе савăнтарчĕ, Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнчи фитнес-аэробика ташă ушкăнĕ (ертÿçи Т. Торговцева) пикесене саламларĕ, çавăн пекех ачасен ăсталăх шкулĕнче пĕлÿ илекенсем: “Радуга” ансамбль, Аня Шулаевăпа Наташа Рубцова (ертÿçи Г. Рубцова) илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. “Чăваш пики–2010” конкурсра “Хÿхĕм пике” титулне çĕнсе илнĕ Алина Кудрявцева хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. А.Торговцев шăрантарнă юрăсене те халăх хапăл туса йышăнчĕ.

Пикесем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ пулчĕç: Аслă Чементи Анастасия Макарова “Пултаруллă пике”, Çăл Атăкри Надежда Емельянова “Илĕртÿллĕ пике”, Патăрьелĕнчи Наталья Леонтьева “Ăслă пике”, Пăлапуç Пашьелĕнчи Алина Чернова “Хÿхĕм пике”, Пăлапуç Нурăсĕнчи Анастасия Андреева “Çепĕç пике”, Аслă Чементи Екатерина Дубинина “Куракансем кăмăлланă пике”, Турханти Алина Николаева – вице- “Чăваш пики – 2011”, Нăрваш Шăхалĕнчи Оля Митрофанова вара “Чăваш пики – 2011” ятсене çĕнсе илчĕç. Оля республика шайĕнче иртекен “Чăваш пики – 2011” конкурса хутшăнать.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика