Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол турнирĕ иртрĕ

06 апреля 2011 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортзалĕнче агропромышленность предприятийĕсен командисем хушшинче, ял поселенийĕн ĕçченĕсене явăçтарса, Патăрьелĕнчи “Урожай” физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн “Ылтăн пучах” кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак спорт мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, АПК-ра тата ял поселенинче вăй хуракансене физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси.

Турнира сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администраци пуçлăхĕ Н.Глухов тата унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ, Патăрьелĕнчи “Урожай” физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн председателĕ М.Калмыков, “Паттăр” ФСК директорĕ А.Краснов хутшăнчĕç.

“Ылтăн пучах” кубокшăн тăватă команда тупăшрĕç: АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай, “Исток” агрофирма, акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕвĕ, “Хастар” ял хуçалăх предприятийĕ. Пĕрремĕш вăйăра АПК предприятийĕсем хушшинче хутшăну йĕркелекен пайпа “Батыревский” пĕрлешÿ, “Исток” агрофирмăпа “Хастар” хуçалăх командисем тĕл пулчĕç. Кунта мала “Батыревский” пĕрлешÿпе “Исток” агрофирма тухрĕç. Кайран “Хастар” хуçалăхпа АПК предприятийĕсем хушшинче хутшăну йĕркелекен пай вылярĕç.

Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна акционерсен “Батыревский” пĕрлешÿ тухрĕ, вăлах “Ылтăн пучах” кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕнче – “Исток” агофирма, виççĕмĕшĕнче “Хастар” хуçалăх командисем пулчĕç. Сăмах май, пĕлтĕр те пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çÿлерех асăннă командăсемех пайланăччĕ. Турнира хутшăнакансем çĕнтерÿрен ытларах вăйăра выляни пахараххине, çакă пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿлĕхе лайăхлатнине палăртрĕç. «Спорт пире ĕçре те, пурнăçра та пулăшса пырать. Часах çур аки пуçланать, хирте пахалăхлă ĕçлессе, пысăк тухăç илессе шанатпăр...» – теççĕ волейболистсем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика