Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç – пурнăç тыткăчи

02 апреля 2011 г.

       “Ача-пăчана ĕç патне пыма вĕрентни питĕ лайăх вăл”–– тет Турханти вăтам шкулта технологи, истори предмечĕсене вĕрентекен Л. Узюкин. Мастерскойĕнче каçченех арçын ачасем хĕвĕшеççĕ: сĕтел-пукан тăваççĕ, йывăçран тĕрлĕ япала касса кăлараççĕ. Паллах, вĕрентекен пулăшнипе. Р. Родионов 9 класа çÿрет, 5 класранпа мĕн кăна тума вĕренмерĕ пулĕ вăл ăста вĕрентекен çумĕнче. Касса кăларнă ывăссемпе пĕчĕк арчасем районти конкурссенче те малти вырăнсене йышăннă.

        Кăçал вара вĕрентекен пулăшса пынипе темиçе арçын ача чиркÿ макетне туса пĕтерчĕç. Р. Родионов “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференцинче çак проекта хÿтĕлесе 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, малалла Çĕнĕ Шупашкара çул тытрĕ, “Чăваш ен пуласлăхĕ” номинацинче çĕнтерÿçĕ пулса килчĕ.

Леонид Кузьмич вĕрентни пурнăçра кирлĕ пулни куç кĕретех, мĕншĕн тесен каскалама, чутлама пĕлни малашлăхра нумай пулăшать, професси суйласа илнĕ чухне те пысăк вырăн йышăнма пултарать. “Ĕç патне пыракан ача усăсăр сулланса çÿремест, унăн усал ĕç тума вăхăт та юлмасть”,–пĕтĕмлетет хăй шухăшне Леонид Кузьмич.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика