26 марта 2011 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ачасемпе аслăраххисем валли те час-часах кану каçĕсем йĕркелеççĕ. Хальхинче хăйсен пултарулăхĕпе асаннесем савăнтарчĕç.
Чăваш халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра 2011 çулхи “Чи ла-йăх асанне” ята çĕнсе илессишĕн саккăрăн сцена çине тухрĕç. М. Мадюкова Çĕньял, Г. Илюткина Кĕçĕн Патăрьел, А. Шуряшкина Тăрăн, И. Степанова Çĕнĕ Ахпÿрт, С. Фролова Нăрваш Шăхаль, В. Чернова Пăлапуç Пашьел, И. Филиппова Первомайски, А. Ершова Турхан ялĕсенчен пулчĕç.
Уява Г. Чурбанов кĕвĕленĕ “Пур ман лайăх кукамай” юрăпа Аня Путякова уçрĕ. Çав вăхăтра асаннесем тĕрлĕ алă ĕçĕпе–чăлха-нуски çыхассипе, тĕрĕ тĕрлессипе, çип хутăрлассипе, пĕтĕрессипе, арлассипе паллаштарчĕç.
Чăн чăваш тумĕсемпе–пир кĕпесемпе, тĕрĕллĕ саппунсемпе, сурпансемпе, хушпусемпе, теветсемпе тухнă асаннесене халăх кашни конкурсрах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Курма килнĕ хăнасем вара асанне арчинчи тĕрлĕ япалапа паллашрĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнчĕç.
Асаннесем мăнукĕсене епле юратса пăхни, тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйлани, пушă вăхăтра спортпа туслă пулни пурин кăмăлне те кайрĕ. Çăпата сырса такмак каласа вĕтĕлле ташланă конкурс чи интересли пулчĕ. Асаннесем пĕринчен тепри маттур, пултаруллă, çепĕç те тарават. Çак конкурсра вĕсем тĕрлĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Пурне те парнесемпе чысларĕç.
Чăваш аваллăхĕпе, халăх сăмахлăхĕпе, культурипе анлăн паллаштараканĕ тата мăнукĕсене воспитани парас енĕпе чи маттурри С. Фролова пулчĕ. Вăл “Чи лайăх асанне–2011” ята çĕнсе илчĕ.
Куракансене конкурс тăршшĕпех ачасен “Çăлтăр” юрă ансамблĕ (ертÿçи Н. Лаврентьева), “Евгения” ташă ушкăнĕ (ертÿçи А. Михайлова), И. Захарова, Е. Кузьмина илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕçИсточник: "Авангард" (газета Батыревского района)